profРаççейре вĕрентÿ тытăмне аталантарассипе хальхи вăхăтра тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Умри задачăсене пурнăçлас ĕçре «Вĕрентÿ» наци проекчĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл РФ Президенчĕ Владимир Путин палăртнă çĕршывăн наци тĕллевне — çамрăк талантсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма тата аталанма майсем туса парассине — пурнăçлама пулăшать.

2023 çул вĕçĕччен «Вĕрентÿ» наци проек­чĕ шутне «Çамрăк профессионалсем /Про­­фессиллĕ вĕрентĕвĕн конкурентлăхне ÿстересси/» федераллă проект шайĕнче профессиллĕ вăтам вĕрентĕвĕн тытăмне аталантарассипе çыхăннă мероприятисен комплексĕ кĕнĕ. Вăл «Тивĕçлĕ, эффективлă ĕç тата ăнăçлă предпринимательлĕх» наци тĕллевне пурнăçлама хăйĕн тÿпине хывнă. 2022 çултан профессиллĕ вăтам вĕрентĕвĕн тытăмне аталантарассипе çыхăннă мероприятисем наци проекчĕ шутне кĕмен «Профессионалитет» федераллă проект шайĕнче пурнăçланаççĕ.

Хальхи вăхăтра çĕршывра «Профессио­налитет» федераллă проектăн колледжĕсенче йышăну кампанийĕ пырать. Вăл ию­нĕн 20-мĕшĕнче старт илнĕ. Проект ша­йĕнче çамрăксене хальхи йышши оборудованипе тивĕçтернĕ 1200 ытла колледж йышăнĕ. Студентсем ĕç паракансем хатĕрлеме хутшăннă вĕрентÿ программине ăса хывĕç, хальхи саманара кирлĕ специальноçсене алла илĕç, производствăра ĕçлесе опыт пухĕç, çавăн пекех вĕсене çĕршывăн ертсе пыракан компанийĕсене ĕçе вырнаçма пулăшĕç.

Проект аталансах пырать. 2026 çул тĕл­не унта çĕршыври мĕнпур регион хутшăнĕ, 2030 çул тĕлне вара «Профессионалитет» проекта колледжсен 100 процентне явăçтарĕç.

Паянхи кун тĕлне Чăваш Республикинчи ятарлă вăтам пĕлÿ паракан 7 вĕрентÿ заведенийĕ проекта хутшăнать. Вĕсем туризм тата пулăшусен сфери, клиникăпа профилактика медицини, машинăсем тăвасси, хими отраслĕ, ял хуçалăхĕ, педагогика, топливăпа энергетика комплексĕ енĕпе ĕçлеççĕ. «Профессионалитет» федераллă проекта хутшăнакан регионсенчи колледжсем тата компанисем пирки тĕплĕнрех япроф.рф сайт­ра пĕлме пулать.

Палăртса хăвармалла, патшалăхăн пĕрлехи порталĕ урлă кирек миçе вĕрентÿ заведенине те заявлени пама, ун çумне документсем хума пулать. Кăçалхи çĕнĕлĕх — сервиспа ют çĕршыв çыннисем те усă курма пултараççĕ.

Йышăну кампанийĕ творчествăллă спе­циальноçсемшĕн августăн 10-мĕшĕччен, ыттисемшĕн августăн 15-мĕшĕччен пырĕ. Енчен те вырăнсем юлсан хăш-пĕр вĕрентÿ заведенийĕсем йышăну кампанине ноябрĕн 25-мĕшĕччен тăсма пултараççĕ.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика