Июлĕн 9-мĕшĕнче Мăнçырма ялĕнче РФ спорт мастерĕн кандидатне А.Трофимова асăнса йăлана кĕнĕ йĕркепе маунтинбайк кросс-кантри дисциплина енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем тата Вăрмар муниципаллă округĕн чемпионачĕпе Первенстви иртрĕç. 26-мĕш хутчен. Кунта Вăрмар, Патăрьел районĕсенчи, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Самара, Оренбург тата Раççейри ытти хуласенчи 180 яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Велочупăва тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем, çавăн пекех арçынсем тĕрлĕ дистанцисенче тупăшрĕç. Ăмăрту ку хутĕнче пĕр куна пычĕ. Велосипед та, водителĕ те çавах, анчах та кăмăл-туйăм кашни ăмăртура тĕрлĕрен, кашни хăйне майлă асра юлать. Алексей Трофимов ячĕ çамрăксене çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарса тăрать, вăхăт иртĕ, çак ăмăртусене хутшăнакан спортсменсем хушшинче малашне Чăваш Ене Раççейре кăна мар, тĕнче шайĕнче чапа кăлараканĕсем пуласса шанас килет.
Алексей Трофимов Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, чи вăйлă велосипедистсенчен пĕри пулнă, республика чысне регион, Раççей шайĕнче тивĕçлипе хÿтĕленĕ. Вăл Мăнçырмари вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ, 1991 çулта А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн Мăнçырмари шкулĕнче ĕçлекен филиалне велоспорт уйрăмне çÿреме пуçлать. Алексей хăйĕн ăсталăхне Валерий Николаевич Семенов тренер патĕнче туптама пуçланă, велоспорт енĕпе кăна мар, йĕлтĕрпе чупассипе те яланах малта пулнă. Чи малтанхи занятисенченех çамрăк хăйне пултаруллă та шанăç кÿрекен спортсмен пулнине кăтартать. 1996 çултан Алексей Трофимов Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренме пуçлать, Валерий Ярды Олимп чемпионĕ ячĕллĕ спорт шкулне ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Вячеслав Виссарионович Романов патне çÿрет. Анчах та 1997 çулта унăн старчĕсенчен пĕри инкекпе вĕçленет, вăл пурнăçран уйрăлса каять. Çавăнтанпа кашни çулах унăн ячĕпе Мăнçырма ялĕнче велоспорт ăмăртăвĕ иртет.
Мăнçырма çĕрĕ çине тĕрлĕ çĕртен çитнĕ спортсменсене, тренер-преподавтельсене ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, велоспорт-шоссе тата кросс-кантри енĕпе СССР спорт мастерĕ, Алексей Федоровăн воспитанникĕ, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадр ĕçĕн пайĕн начальникĕ Николай Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ Иван Аверьянов, В.Ярды ячĕллĕ Шупашкарти 7 номерлĕ спорт шкулĕн директорĕ Анатолий Семенов, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Валерий Семенов, ăмăртусен тĕп судйи Александр Саминов, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ Сергей Архипов ăнăçлă стартсем, парнесем çĕнсе илме сунчĕç.
«Черетлĕ хут Вăрмар çĕрĕ çинче кĕтсе илетпĕр сире. Çак ăмăртусем витĕр нумай спорт мастерĕ, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин членĕсем, вăйлă велосипедистсем тухнă. Хам та сирĕн пекех велогонщик пулнă. Эпĕ çак ăмăртусем мĕнлерех пуçланса кайнине лайăх астăватăп. Трасса тăрăх аманмасăр, суранланмасăр чупса тухмалла пултăр», - терĕ Николай Анатольевич Павлов ăнăçу сунса.
Маунтинбайк ăмăртăвне йĕркелесси çăмăл мар, укçа-тенкĕпе çыхăннă. Апла пулин те 26 çул хушшинче мероприятие йĕркелесе ирттерме пулăшакан спонсорсенчен чылайăшĕ çав çынсемех юлаççĕ. Паянхи кун Австрире тĕпленсе пурăнакан Юрий Ильич Афанасьев, Мускаври строительство фирмин директорĕ Валерий Иванович Иванов, Мускавра пурăнакан Алексей Владимирович Вотяков, Мăнçырма ялĕнчи Альберт Петрович Васильев предпринимательсем уйрăмах пысăк пулăшу кÿнĕ спорт мероприятине тивçлĕ шайра ирттерсе яма.
Чи малтан старта 2014-2015 çулхи хĕрачасемпе арçын ачасем тухрĕç. Спортсменсен тренерĕсем, ашшĕ-амăшĕсем пурте айккинчен хавхалантарса тăчĕç велочупăва хутшăнакансене.
2005 çулхи тата аслăрах арçынсем хушшинче Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕ, Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен, Шупашкар командишĕн ăмăртакан Даниил Карпов финиша пĕрремĕш çитнĕ. Çавăн пекех 2006-2007 çулсенче çуралнă каччăсем хушшинче Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ, А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕн воспитанникĕ, В.Ярды ячĕллĕ 7 номерлĕ Спорт шкулĕшĕн ăмăртнă Никита Петров та пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. 2014-2015 çулсенчи хĕрачасем хушшинче Вăрмар поселокĕнчи Алекса Пудрикова финиша 2-мĕш, Валерия Нестерова 3-мĕш çитнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Вăрмарти Спорт шкулĕн воспитанникĕсем. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысланă.
Эвелина МИХАЙЛОВА