photo 2024 07 15 14 54 49«Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕн тĕллевĕ — Раççейре туса кăларакан таварсен конкурентлăхĕн пахалăхне ÿстересси тата вĕсен тĕнче рынокĕнчи вырăнне анлăлатасси. Çак наци проекчĕ шайĕнче Чăваш Енре регион проекчĕсем пурнăçланаççĕ, çав шутра «Промышленноç экспорчĕ», «АПК продукцийĕн экспорчĕ», «Пĕтĕм тĕнчери коопераци аталанăвĕн системăллă мерисем».

Промышленнăç сферинче туса кăларакан Чăваш электротехника таварĕсемпе Беларуç Республикин стратеги объекчĕсенче усă кураççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, промышленноç пайĕнчи мĕнпур сферăра тачă çыхăнса ĕçлесе пыни куçкĕретех. Ĕçлĕ çыхăнусем «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕн «Промышленноç экспорчĕ» регионти проектпа килĕшÿллĕн ÿлĕмрен те сарăлса пырасси иккĕлентермест.

«АПК продукцийĕн экспорчĕ» регион шайĕнчи проект агропромышленноç комплексĕнчи компанисен конкурентлăхне аталантарассипе, тавара экспорта яракан инфраструктурăна туса хурассипе, ял хуçалăх сферинче туса илекен продукцине суту-илÿре мала ямалли чăрмавсене сирессипе ĕçлет.

Пирĕн Вăрмар округĕнче те ял хуçалăх продуктне экспорта яракансем пур. Кивĕ Вăрмар ялĕнчи «Никоноров Ю.П.» хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕтĕн, вырăсла каласан лен, çитĕнтерессипе ĕçлет, тухăçа Польшăна ăсатаççĕ. Ку хуçалăх 2022 çулта «Агростартап» программăна хутшăнса 2 миллион та 995 пин те 200 тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Кăçалхипе виççĕмĕш çул йĕтĕн çитĕнтереççĕ. Краснодарти наукăпа тĕпчев институтĕнчен икĕ тĕрлĕ элита вăрлăх кÿрсе килнĕ, пĕтĕмпе виçĕ тĕрлĕ сорт акса хăварнă кăçал. Польшăна пĕлтĕрхи тухăçа 4 фурăпа ăсатнă.

Çемйипех ĕçлеççĕ Никоноровсем. Хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Юрий Петрович Никоноров чылай çул «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче малтан механикре, унтан инженер-механикре, нумай çул тĕп инженерта тăрăшса вăй хунă. Чă­ваш Республикин ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçченĕ те вăл. Унăн хĕрĕ Ирина Юрьевна хуçалăхра çитĕнтернĕ йĕтĕне ют çĕршывсене ăсатма контракт хатĕрлессипе ĕçлет. Китайран та шăнкăравлаççĕ ун патне. Экспорта ăсатмалли тавара 300 тĕрлĕ анализ витĕр кăлараççĕ иккен. Пур кăтартупа та чи лайăххи пулса тухнă Вăрмар çĕрĕ çинче çитĕннĕ йĕтĕн. Çапла экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци брендне илме хатĕрленеççĕ халĕ. Йĕтĕн тасалахĕпе те палăрать, 99,7 процентпа танлашать. Кăçал 100 гектар çинче акса хăварнă вĕсем çак культурăна. Юрий Петровичпа пĕрле унăн мăшăрĕ Елена Петровна, кĕрĕвĕ — Ирина хĕрĕн мăшăрĕ Анатолий – пĕр­ле тăрăшаççĕ.

Нумай пулмасть «Никоноров Ю.П.» хресчен-фермер хуçалăхĕ Раç­çейри экспорт центрĕн конкурсне те хутшăннă. Хальлĕхе участник Дип­ломне тивĕçнĕ, тепĕр çул та хутшăнас­шăн ку конкурса.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика