Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ хăй вăхăтĕнче самаях калаçтарнă уголовлă ĕçпе суд приговор палăртни çинчен пĕлтерет. Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕ «Иегова свидетелĕсем» община лидерĕ пирки пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пăнчă лартнă. Вăл экстремистсен организацийĕн ĕçне йĕркеленĕшĕн суд тенкелĕ çине ларнă.

ФХС управленийĕн следстви органĕ Раççейре çак организацие ĕçлеме чарнине пăхмасăр 2017 çулхи сентябрь уйăхĕнчен тытăнса пĕлтĕрхи май уйăхĕччен «Иегова свидетелĕсен» Çĕнĕ Шупашкарти ушкăнне ертсе пынă вăл. Çав ушкăн вăрттăн пухусем ирттернĕ, унта деструктивлă шухăш-кăмăла çирĕплетсе сарнă. Ушкăн ертÿçи çынсенчен укçа пухнă, юрăхсăр тĕн вĕрентĕвне пропагандăланă, çынсене çемье тата тăванлăх çыхăнăвĕсене татма, медицина пулăшăвне хирĕçлеме хистенĕ.

Суд ăна 5 çуллăха условнăй майпа ирĕксĕр хăварнă. Приговор саккунлă вăя кĕнĕ.

Палăртмалла: 2017 çулта РФ Аслă сучĕ «Иегова свидетелĕсен Раççейри управлени центрĕн» ĕçне «экстремистла» тесе хакланă, Раççейре ĕçлеме чарнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика