IMG 0260Тырпул çитĕнтерсе пуçтарса илесси — çĕр çинчи чи пĕлтерĕшлĕ ĕç пулĕ. Тухăç пулсан малалла пурăнатпăр, çăкăрсăр вара пурнăç çук. Анчах та тырпул уй-хиртен тÿрремĕнех потребитель патне каймасть вĕт-ха. Ăна чылай вăхăт типтерлĕн упрамалла. Асăннă ĕçе вара хăйсем çине элеватор ĕçченĕсем илнĕ. Вăрмар округĕнче ку задачăна «Чувашхлебопродукт» акционерсен обществин филиалĕ — Вăрмарти тырă йышăнакан предприяти пурнăçлать. Паянхи кун тĕлне вăл кăçалхи тырра йышăнма тата упрама хатĕр.

Вăрмарти тырă йышăнакан предприятин директорĕнче Владимир Васильевич Александров вăй хурать. Çак должноçре вăл — 20 çула яхăн. Унччен хамăр округри предприятипе кăна ĕçленĕ пулсан, Тĕрлемесри тырă йышăнакан предприятин ĕçĕ-хĕлне тимлесси те пĕлтĕртенпе Вăрмар çине куçнă, апла яваплăхĕ те пысăкланнă. Анчах Владимир Васильевич йывăрлăхсем умĕнче парăнаканни мар, икĕ предприятине те çирĕп алăпа тытса пырать.

«Хальхи вăхăтра предприятинче 26 çын ĕçлет: Вăрмарти участокра — 19, Тĕрлемесре — 7, — цифрăсемпе паллаштарчĕ Владимир Васильевич. — 2023 çулта эпир пурĕ 8275 тонна тырă йышăнса складсене упрама хунă, çав шутра Вăрмарти участокра — 4940 тонна, Тĕрлемесре — 3335 тонна. Унсăр пуçне пире патшалăх резервĕнчи тулăна та упрама шанса панă. Пĕтĕмĕшле икĕ участокра 13607 тонна тырă упраннă. Паянхи кун пирĕн складсенче 3704 тонна тулă упранать. Çапла вара çулталăк хушшинче 9903 тонна тулă, 278 тонна урпа, 18 тонна сĕлĕ тиесе ăсат­нă, пĕтĕмпе — 10200 тонна».

Икĕ участокĕнче те кăçалхи тырра йышăнас тата упрама хурас енĕпе пысăк ĕç тунă. Тĕштырă упрамалли, типĕтмелли вырăнсене, автовиçев­сене, лабораторисене кирлĕ пек йĕркеленĕ. Вăрмарта, акă, 4 пысăк склада дезинфекци туса хатĕрленĕ. Планпа килĕшÿллĕн, Вăрмарти предприятинче кăçал 4200 тонна тырă упрама хумалла, Тĕрлемесре — 3000 тонна. Пĕтĕмпе — 7200 тонна пулать.

IMG 0276Ĕçе пĕлсе тата тĕрĕс йĕркелени унăн тухăçлăхне ÿстерет. Владимир Васильевич пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулхи июнь уйăхĕ тĕлне Вăрмарти тырă йышăнакан предприятин сутса тунă укçи 40 миллионран та иртнĕ /2023 çулта — 16 миллиона яхăн пулнă\. Эппин, предприятин тупăшĕ те аванах ÿснĕ, 6 миллионпа танлашнă /2023 çулта 400 пин тенкĕ таран тăкак тÿснĕ\.

Предприятин пурлăхпа техника базине юсавлăхра тытни, çĕнетсе пыни пĕлтерĕшлĕ. Акă, пĕлтĕр Вăрмарти участокра кантурăн, гаражăн, пĕр склачĕн виттисене тĕпрен юсанă. Техникăна та яланах юсаса тăраççĕ. Кăçал Вăрмарти тата Тĕрлемесри участоксем валли пĕрер зернометатель туяннă, çак кунсенче 2 çĕнĕ шнек килессе кĕтеççĕ. Планра — ГАЗ-53 автомашина туянасси.

«Ĕç ăнăçлăхĕ кадрсенчен килет, — иккĕленмест Владимир Васильевич. — Вăрмарти тырă йышăнакан предприятин ĕçченсенчен ытларахăшĕ кунта нумай çул вăй хурать. Шанчăклă, тăрăшуллă специалистсем вĕсем, кирек мĕн­ле ĕç те шанса пама пулать вĕсене. Паллах, çĕнĕ çынсем те çук мар. Паянхи кун предприятинче ĕç вырăнĕсем пуррине каласа хăварас килет, çавăнпа ĕç шыракансене эпир йышăнма хатĕр. Ĕç укçине тивĕçлĕ шайра тÿлетпĕр. Сăмахран, июнь уйăхĕнче вăтам ĕç укçи 40 пине яхăн пулнă, рабочисем вăтамран 38 пин таран ĕçлесе илнĕ».

Палăртмалла, Вăрмарти тырă йышăнакан предприяти çулсерен çуллахи каникул вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен цент­рăн Вăрмарти уйрăмĕпе килĕшÿ туса çул çитмен ачасене ĕçе илет. Кăçал 5 ача ĕçлет кунта. Складсенче шăлаççĕ, тасатаççĕ, территорие тирпей-илем кĕр­теççĕ, сăрлаççĕ тата ытти ĕçсене те пурнăçлаççĕ вĕсем.

Вăрмарти тырă йышăнакан предприяти округри чылай хуçалăхпа ĕç­лĕ çыхăну тытать. Вĕсенчен яланхисем хушшинче — «Свебрата», «Каспий-Агро» тулли мар яваплă общест­вăсем, «Иванов В.А.», Иванова О.А.», «Ямуков Г.Н.», «Мартынов Н.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕсем тата ыттисем те. Предприятин продукцине вара, пысăк пахалăхлă пулнăран, хамăр регионта та туянаççĕ, Тутар Республикине те ăсанать вăл. «Коллектив туслă вăй хуни, «Чувашхлебопродукт» акционерсен обществин руководстви пулăшса пыни, ытти предприятисемпе килĕш­терсе ĕçлени умри тĕллевсене пурнăçлама пулăшать. Малашне те палăртнă çул-йĕртен пăрăнмасăр тухăçлă ĕçлессе шанатăп», — тет Владимир Васильевич.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика