sdravРаççейре Çемье çулталăкĕ иртнĕ май Чăваш Енре кăçал арçынсемпе хĕрарăмсен репродуктивлă сывлăхне тĕрĕс­леççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа 7220 çын медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, çав шутра 1354 арçын тата 5866 хĕрарăм. «Регионта 45-60 çулсенчи вăйпитти арçынсем пурнăçран вă­хăтсăр уйрăлнă тĕс­лĕх нумаййине çирĕплетеççĕ. Çакă çемье, тулăх пурнăç ыйтăвĕсене витĕм кÿрет. Уйрăмах ку ялта пурăнакан арçынсене пырса тивет. Çавăнпа та ертÿçĕсене чĕнсе калатăп: граждансене диспансеризацие явăçтарма ятарлă майсем туса хатĕр­лемелле. Çакă чирсене маларах тупса палăртма, сиплев мерисене вăхăтра йышăнма пулăшать. Практика палăртнă тăрăх, ку ыйтусене йĕркелесен нумай çын пурнăçне çăлма пултаратпăр», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççейри Çемье çулталăкĕн пĕрремĕш çурринче рес­публикăра ирттернĕ мероприя­тисене пĕтĕмлетнĕ май. Республика Пуçлăхĕн шухăшĕпе, вăрăм ĕмĕрĕн никĕсĕ — физкультурăпа, спортпа туслашни, культура пурнăçĕпе кăсăкланни. 2024-2026 çулсенче граждансене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ памалли патшалăх гаранчĕсен программине репродуктивлă сывлăха хаклас тĕллев­пе репродуктивлă ÿсĕмри халăха диспансеризацилес ĕçе кĕртнĕ. Арçынсемпе хĕрарăмсен репродуктивлă сывлăхне тĕрĕслессине пĕр вăхăтрах йĕр­келеççĕ: вĕсем диспансеризаци е профилактика тĕрĕс­левĕ тухаççĕ. Аса илтеретпĕр: диспансеризацие «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ. Ăна пур çын та тÿлевсĕр тухать.

Вăрмарти тĕп больницăра та репродуктивлă ÿсĕмри хĕрарăмсемпе арçынсене диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Терапевт патĕнче тĕрĕсленнисĕр пуçне граждансен çак категорийĕнчи хĕрарăмсене акушер-гинеколог, арçынсене хирургпа уролог тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Уролог патĕнче тĕрĕсленме арçынсене Шупашкара направлени параççĕ. Гинекологи уйрăмĕнче ача çуратмалли ÿсĕмри хĕрарăмсенне микрофлора, онкоцитологи мазокĕсене, çыннăн папиллома вирусĕ, ар çыхăнăвĕ урлă ерекен инфекци чирĕсем çине тĕрĕсленме ПЦР-мазоксене анализ валли илеççĕ, хĕрарăмсен тазри органĕсене, кăкăра УЗИ, маммографи тĕрĕслевĕсем ирттереççĕ. Маммографие хĕрарăм 39 çул тултарсан тума тытăнаççĕ. Кăçал 110 хĕрарăма диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă поликлиникăри гинекологи уйрăмĕнче.

Хальхи вăхăтра ача кĕтекен 38 хĕрарăм учетра тăрать. Вĕсен сывлăхне пысăк опытлă специалистсем — Елена Николаевна Чапурина акушер-гинеколог тата Лидия Виссарионовна Павлова акушерка — пăхса, сăнаса тăраççĕ, хĕрарăмсене сывă ача çуратма пулăшаççĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн тĕллевĕсем пирĕн поликлиникăра та пурнăçланса пыраççĕ. Çак программăпа килĕшÿллĕн репродуктивлă ÿсĕмри хĕрарăмсен сывлăхне уйрăмах тимлĕх уйăрни, тĕплĕнрех тĕрĕслени — йăлтах сывă ачасем çуралассин çирĕп никĕсĕ пулса тăрать. Хĕрарăмсем вăтамран 49 çул тултариччен ача çуратма пултараççĕ, анчах та 40 çул тултариччен çуратса ĕлкĕрни аванрах, мĕншĕн тесен мĕн чухлĕ хĕрарăм аслăрах – патологи пулас хăрушлăх та ÿсет, аслăрах ÿсĕмре ачана та пăхса çитĕнтерме йывăртарах», - каласа парать Елена Николаевна. Цифрăсене илес пулсассăн, Вăрмар округĕнче 2023 çулхи пĕрремĕш çур çулта 38 ача çуралнă, 2024 çулхи çур çулта — 31 ача. Елена Николаевна палăртнă тăрăх, аборт тăвакансем те сахалланни палăрать. 2023 çулхи пĕрремĕш çур çулта 8 аборт тунă пулсан, кăçалхи çак тапхăрта — 4. Вĕсен йышĕнче ытларахăшĕ ача çуратасшăн пулнă, анчах та медицина кăтартăвĕсене пула аборт тума тивнисем. Хĕрарăмсен консультацийĕнче кĕтмен-шутламан çĕртен çие юлнă, малалла мĕн тумалли пирки иккĕленекен хĕрарăмсене ятарлă анкета витĕр тухма сĕнеççĕ. Анкета урлă хĕрарăма мĕн канăçсăрлантарнипе интересленеççĕ, патшалăх енчен мĕнле пулăшу мерисем пурри пирки ăнлантаракан рекомендацисем, специалистсен консультацийĕсене параççĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика