IMG 0404

Июлĕн 25-26-мĕшĕсенче Карăкçырми ялĕнчи пĕве çумĕнче патриотла юрăсене юрлассипе çамрăксен «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» фестивалĕ иртнĕ. Унта Вăрмар округĕн çамрăкĕсем йышлăн хутшăннă. Мероприятие уçнă çĕрте Вăрмар округĕн яваплă çыннисем пулнă, çав шутра ятарлă çар операцийĕн участникĕ Иван Васильев та.

Фестивале хутшăнакансем патриотла юрăсем юрланă, юрă-кĕвĕ урлă ятарлă çар операцийĕнчи пирĕн хÿтĕлевçĕсене тав тунине, вĕсене яланах тĕрев пама хатĕррине палăртнă.

Паян, фестивале торжествăлла лару-тăрура хупнă май, «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» специалисчĕ Татьяна Игнатьева тата Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçи Александр Александров мероприятие хутшăннă активистсене сертификатсем парса чысларĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика