Раççейре хальхи «Экологи» наци проекчĕ вырăнне «Экологи ăнăçлăхĕ» çĕнĕ проект ĕçлесе кайĕ. Унăн 6 тĕрлĕ тĕп направлени пулĕ: «Тĕп­лĕ тирпей-илем», «Вĕçсĕр хупă цикл экономики», «Таса сывлăш», «Раççей шывĕ», «Вăрмансене упрасси», «Биохăйневĕрлĕхе упрасси». Çак кунсенче Раççей премьер-министрĕ Михаил Мишустин çĕнĕ наци проекчĕн тĕп енĕсене сÿтсе явассипе стратеги сессийĕ ирттернĕ. «Раççейĕн çутçанталăк пуянлăхĕсемпе эпир чăннипех те мухтанатпăр, çавăнпа та Правительство вĕсене упраса хăварассипе «Экологи» наци проекчĕ шайĕнче юлашки 5 çулта туса ирттернĕ ĕç питĕ пĕлтерĕшлĕ», - палăртнă Михаил Мишустин.

«Экологи ăнăçлăхĕ» наци проекчĕ — пурнăçа кĕртмелли çĕнĕ тĕллевсем, задачăсем тата программăсем, çав шутра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче хушнисене пурнăçласси те. Паллах, çакăн валли пирĕн пур вăйсене те пĕрлештерсе влаç органĕсемпе, муниципалитетсемпе, бизнеспа, общественноçпа тата ахаль граждансемпе пĕрле ĕçлемелле. Çак наци проекчĕ шайĕнче эпир граждансен пурнăç пахалăхне ÿстерессипе малалла çине тăрăпăр», - тенĕ ЧР çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика