Пĕлĕт çумăр кранне уçнă та хупасшăн мар пулас, кунсеренех шăпăртатса тăрать. Ĕççи вăхăтĕнче канăçне çухатнă аграрисене кун пек çанталăк, паллах, ура хурать, çавăнпа вĕсем кашни хĕвеллĕ кунпа усă курса хăйсен техникине уй-хире кăлараççĕ, мĕн акса çитĕнтернине хăвăртрах пуçтарса илме васкаççĕ.
Акă, «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнчи GOMSELMASH GH-800 çĕнĕ комбайн та çак кунсенче тырă пуссине тухрĕ. Вулакансене пĕлтернĕччĕ, çĕнĕ комбайн уççине хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Анатольевич çак кунсенче Çĕрпÿ округĕнче иртнĕ Уй кунĕнче савăнăçлă лару-тăрура илнĕ. Тырă выракан GOMSELMASH GH-800 комбайн — хальхи йышши ял хуçалăх техники. Хăвăртлăхĕпе тата эффективлăхĕпе тĕлĕнтерет вăл, аграрисен ĕçне çăмăллатать. «Кун йышши комбайнсем пирĕн регионта çак таранччен пулман, эпир ăна туянакансенчен пĕрремĕш пултăмăр, 22 миллион тенкĕ тăрать вăл. Ытти комбайнсемпе танлаштарсан, GOMSELMASH GH-800 хăватлăхĕ 1,5 хут пысăкрах», — тет Владимир Анатольевич.
Çĕнĕ техника рулĕ умĕнче — хуçалăхра нумай çул вăй хуракан Александр Васильев. Ĕç вырăнĕпе кăмăллă вăл, мĕншĕн тесен комбайнер ĕçне хăтлăлатас тĕллевпе çак техникăна мĕнпур кирлипе туллин тивĕçтернĕ. Сăмаха май, пĕлтĕр хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлекен 20 миллион тенкĕлĕх FS-80 комбайн туянсан та унпа ĕçлеме Александр Васильевах шанса панă. Паллах, ахальтен мар. Пысăк опытлă механизатор çак шанăçа хастар ĕçĕпе тÿрре кăларнă.
Пурĕ «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче 30 çын ĕçлет, çав шутра тырă вырма 6 çын тухнă. Çÿлерех асăннă Александр Васильевсăр пуçне «Палессе» комбайнпа — Валерий Теплов, «Акрос» комбайнпа — Александр Артемьев. Эпир пынă кун Кивĕ Мăнтăр ялĕ çумĕнчи кĕрхи тулă лаптăкĕнче ĕçлетчĕç вĕсем. Комбайнсем бункерсене çĕнĕ тырă тултарса ылтăн тинĕспе тикĕссĕн те шанчăклăн пыраççĕ, уй-хир çийĕн мăнаçлă кĕрлев кăна илтĕнсе тăрать. «Скипетр» сортлă кĕрхи тулăна пурĕ 660 гектар çинчен пуçтарса илмелле вĕсен. Вырнă тырра КамАЗ автомашинăсемпе Владимир Тимофеев тата Яков Федоров, Беларус тракторпа Александр Васильев турттараççĕ. Пĕр рейспа 15-шер тонна турттараççĕ вĕсем, прицеппа вара 30 тонна таран.
«Тухăçĕ пирки калас пулсан, малтанлăха палăртнă тăрăх, гектартан 35 центнер тухать. Вырнă тырра складсене хуратпăр, вĕсем тулсан Вăрмарти тырă йышăнакан предприятие ăсатма планлатпăр. Тырă вырнипе пĕрлех кĕрхисене акма Чупай тата Аслă Чак ялĕсем çумĕнче 2 тракторпа çĕрсем хатĕрлетпĕр. Кĕрхисене кăçал 800 гектар çинче акса хăварасшăн. Йĕтем çинче 5 çын вăрлăх хатĕрлессипе ĕçлет. Çавăн пекех 2-мĕш хутчен курăк çулса илсе сенаж хыврăмăр, — пĕлтерчĕ хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Анатольевич. — Çапла харăсах темиçе тĕрлĕ ĕç те пурнăçлатпăр. Чи пĕлтерĕшли халĕ — тырпула кĕске вăхăтра пухса кĕртмелле. Çанталăкĕ парсан, хамăр тăрăшсан ăнăçу пулатех».
Ирина ДАНИЛОВА