Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Ен прокуратурин коллегийĕн ларăвĕнче ведомствăн коррупципе кĕрешессипе çыхăннă ăнăçăвĕсене палăртнă май пĕлтернĕ.

«Çак ăнăçу чи малтан цифра сервисĕсемпе усă курнипе, коррупципе кĕрешессине цент­рализациленипе никĕсленнĕ. Ку çак сферăри профилактика ĕçне пурнăçлама пулăшать. Тен, коррупцие тĕппипех кăклаймăпăр, анчах ăна май пур таран чакармалла, - çакă пирĕн тĕп тĕллев. Çак ĕçе йĕркеленĕ, ăна малалла тăсмалла», - тенĕ Олег Николаев.

Республика прокурорĕ Эдуард Гиматов пĕлтернĕ тăрăх, 2023 çулта коррупципе кĕрешессипе çыхăннă саккунсене пăснин 1400 тĕслĕхне тупса палăртнă. Çав шутра – тăкаксене тĕрĕслесе тăрассипе, интерессен хирĕçтăрăвĕпе çыхăннă тĕслĕхсем. Пысăк должноçсенчи çынсем тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарнă, вĕсене тĕпчеççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ прокуратура ĕçченĕсене граждансен прависене хÿтĕлес, Правительство умĕнчи тĕллевсене пурнăçлама пулăшас енĕпе куллен тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тав тунă. Çынсемпе тытакан коммуникацие лайăх йĕркеленине палăртнă: «Тĕрлĕ шайри прокурорсем 11 пин ытла çынна йышăннă. Çакă рес­публикăн пурнăç таппине туйма, тĕрлĕ енĕпе, чи малтанах наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе çивĕч ыйтусене палăртма май парать». Наци проекчĕсем – яланхи тимлĕх зонинче, кашни ял-хулари пурнăç пахалăхне лайăхлатассине тĕпе хураççĕ, вĕсене пурнăçлассипе çыхăннă çитменлĕхсене тупса палăртни ĕçе лайăхлатма пулăшать. Олег Алексеевич ку енĕпе прокуратурăпа пĕрле ĕçлемелли пирки иккĕленмест. Вăл муниципалитетсен шайĕнче укçа çителĕксĕррине кура çивĕч ыйту нумаййине палăртнă. Раççей Президенчĕн сăмахĕсене аса илтернĕ: «Ярса тытни, хăратни, штрафлани мар, йăнăшма пултарасси çинчен вăхăтра асăрхаттарни, çынсене вĕсенчен сыхланма пулăшни пĕлтерĕшлĕрех».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика