Çамрăк, мал ĕмĕтлĕ, хастар, тăрăшуллă, физкультурăпа тата спортпа туслă — ку сăмахсем пĕтĕмпех Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Александра Александровнăпа Павел Юрьевич Тепловсене /сăн ÿкерчĕк çинче/ тивĕçеççĕ. А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕнче 3 çула яхăн тренер пулса вăй хуракан çамрăк мăшăр çак вăхăт хушшинче ĕçри çитĕнĕвĕсемпе палăрма ĕлкĕрнĕ: Александра — волейбол, Павел — футбол енĕпе.
«Пире спорт пĕрлештернĕ, вăл пирĕн кулленхи пурнăçăн уйрăлми пайĕ», — теççĕ Тепловсем. Павел Юрьевич хамăрăн ентешĕмĕрех, Вăрмар округĕнчи Патти ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чупайĕнчи тĕп шкулта 9 класс пĕтернĕ вăл, вăтам пĕлĕве Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти шкулта илнĕ. Шкул саккинченех спорт еннелле туртăннă, пĕр ăмăртуран та, пĕр спорт мероприятийĕнчен те юлман, уйрăмах футбол вăййине кăмăлланă. Шкул ачисем хушшинче физкультура енĕпе иртнĕ олимпиадăн республикăри тапхăрĕнче икĕ хутчен призер пулнă.
Шкул пĕтерсен Павел И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультура факультетне суйласа илнĕ. Пуçланнă вара студент çулĕсем. Вĕренÿре те ĕлкĕрсе пынă, университет чысне тĕрлĕ спорт мероприятийĕсенче те хÿтĕленĕ. ЧППУ команди йышĕнче Студентсен наци футбол лигине хутшăнса çĕршывăн тĕрлĕ хулисенче пулнă. Пулас мăшăрĕпе Александрăпа та вăл университетра паллашнă, пĕр курсра вĕреннĕ вĕсем, пĕр общежитинче пурăннă. Хĕрпе каччă пек 3-мĕш курсра тĕл пулма тытăннă. Александра Александровна Мари Эл Республикинчи Козьмодемьянск хулинчен. Волейбол вăййипе вăл 1-мĕш класранах туслă. Вĕçĕмсĕр тренировкăсем, ăмăртусем... Лицейра вĕренекен Александрăшăн ку хăнăхнă йăла пулнă. Команда йышĕнче мĕнле кăна ăмăртусене хутшăнман пулĕ çамрăк хĕр. Пĕрре кăна мар Мари Эл Республикин чемпионачĕн тата мала тухассишĕн иртекен ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи пулса тăнă. Паллах, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕрсен те волейбол енĕпе иртекен ăмăртусенчен айккинче юлман. ЧР чемпионатĕнче призер пулма тивĕçнĕ, «Чи лайăх вăйăçă» номинацинче çĕнтернĕ.
Çамрăк специалистсем алла диплом илсен Павел Юрьевичăн салтак ячĕ тухнă. 2019 çулта вăл салтак атти тăхăнса Белгород облаçĕнче ПВО çарĕсенче службăра пулнă. Тăван тăрăха таврăнсан кунтах юлас тенĕ, 2021 çулта А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулне футбол енĕпе тренер пулса ĕçлеме вырнаçнă, юратнă хĕрне те хăйпе пĕрле илсе килнĕ. Александра та çав çулах волейбол енĕпе тренерта вăй хума тытăннă. 2021 çулхи ноябрь уйăхĕнче çамрăксем пĕрлешсе çемье çавăрнă.
Хальхи вăхăтра Павел Юрьевич 55-е яхăн ачана футбол вăййине хăнăхтарать, вĕсене темиçе ушкăна пайласа ĕçлет. Вăрмар çамрăкĕсем футболла выляма юратаççĕ, тренировкăсенчен юлмаççĕ. Павел Юрьевич ертсе пынипе вĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче, турнирсенче тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă, 2023-2024 çулсенчи сезонра 2009-2010 çулсенчи арçын ачасем хушшинче мини-футбол енĕпе иртнĕ республика шайĕнчи ăмăртусенче пирĕннисем призер пулнă. «Мини-футбол — шкула» проект шайĕнче 2021-2022 çулсенчи сезонра вăрмарсем 2006-2007 çулсенчи арçын ачасем хушшинче республикăра 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. 2022-2023 çулсенчи сезонра 2007-2008 çулсенчи арçын ачасем хушшинче призер пулнă. 2023-2024 çулсенчи сезонра 2008-2009 çулсенчи арçын ачасем хушшинче каллех çĕнтернĕ, 1-мĕш вырăна тухнă.
Александра Александровна та мăшăрĕнчен юлмасть, 40 ытла воспитанник унăн. 2021 çулхи сентябрь уйăхĕнче вăл «Урмарочка» команда йĕркеленĕ хыççăн унта çÿрекен хĕрачасем юратнă тренерне хăйсен çĕнтерĕвĕсемпе пĕрре кăна мар савăнтарнă. Чăваш, Мари Эл, Тутар Республикисенче, Чулхула облаçĕнче тата ытти регионсенче иртнĕ ăмăртусенче çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарнă. 2023 çулта, акă, Йошкар-Ола хулинче иртнĕ регионсем хушшинчи турнирта 2011 çулхи тата кĕçĕнрех хĕрачасем хушшинче 2-мĕш пулнă. 2024 çулта «Кубок Олимпа» турнирта 2011-2012 çулсенчи хĕрачасем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă.
2023 çулта Краснодар крайĕнчи Лазаревское поселокĕнче 2010 çулхи тата кĕçĕнрех хĕрачасем хушшинче иртнĕ çĕршыв шайĕнчи турнира хутшăнма тивĕçнĕ. 2024 çулта 2006 çулхи тата кĕçĕнрех хĕрачасем хушшинче пляжри волейбол вăййине выляса мала тухассишĕн иртнĕ республика шайĕнчи ăмăртусенче 24 команда хушшинче 3-мĕш вырăн тухнă тата ытти те.
Çĕнтерÿсемшĕн тивĕçнĕ наградăсене Александра Александровнăпа Павел Юрьевич спорт шкулĕнчи ĕç пÿлĕмĕнче типтерлĕн упраççĕ. Чи паллă самантсене асра хăварас тесе сăн ÿкерчĕксене альбома пуçтарса пыраççĕ. Иккĕшĕ те юратнă ĕçĕнче яваплăхпа палăрса тăраççĕ. Çапла пулмасăр, ачасемпе ĕçлеççĕ вĕт-ха.
«Ача спорт патне туртăнсан, ăна юратсан, ăнăçу пулатех, — теççĕ пĕрремĕш категориллĕ çамрăк тренерсем. — Чи пĕлтерĕшли — тренировкăсенчен юлмалла мар. Пĕр тренировка — çĕнтерÿ патне тунă пĕр утăм. Тренировкăран пĕр хутчен юлатăн пулсан вара — ку вăл каялла икĕ утăм тунипе танах. Çавăнпа дисциплина малта пулмалла».
Ирина ДАНИЛОВА