ЧР Шалти ĕçсен министерстви Вăтам Азире çуралса ÿснĕ арçыннăн Раççей гражданлăхне пĕтерме йышăннă.

Сăлтавĕ — вăл экстремизпа çыхăннă преступлени туни. 2023 çулта Шупашкарти Мускав районĕн сучĕ Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн материалĕсене тĕпе хурса ăна Уголовлă кодексăн 280 статйин 2-мĕш пайĕпе /интернет сечĕпе усă курса экстремистла ĕçсем тума халăх умĕнче чĕнни\ айăпланă, условнăй майпа 2 çуллăха ирĕксĕр хăварнă. Полици унăн Раççей гражданинĕн паспортне туртса илес ĕçе йĕр­келенĕ — вăл вăйсăр ĕнтĕ. Çавăн пекех ШĔМ вăл чикĕ леш енне тухса каяссине тĕрĕс­лесе тăрассине хăйĕн çине илнĕ. Палăртни вырăнлă: пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕнче 28.04.23 ç. йышăннă 138-ФЗ ; «Раççей гражданлăхĕ çинчен» саккун вăя кĕнĕ. Унта гражданлăха пĕтермелли институт тĕлĕш­пе çĕнĕлĕхсем пур. Саккунăн 24 статйипе килĕшÿллĕн çынна арлăх тĕлĕшĕнчен тĕкĕнме юраманнипе, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе, терроризмпа тата экстремизмпа çыхăннă преступ­ленисем гражданлăха пĕтермелли сăлтав пулса тăраççĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика