Шыв-шур çын пурнăçне пĕрре те хĕрхенмест. Çакăн пек чухне хамăрăн асăрхануллă пулмалла пек те, анчах...

Август уйăхĕ çитрĕ пулсан та ентешсем шыва кĕме чарăнман-ха. Халăх сăнавне итлекенсем вара Илен кунĕ хыççăн шыва кĕме юраманнине калаççĕ. Чăваш Енри МЧС сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере рес­публикăри шыв-шурта 2 çын путса вилнĕ. Пĕр инкекĕ август уйăхĕн 4-мĕшĕнче пулнă. Шупашкар округĕнчи Етĕр­некасси ялĕ çывăхĕнчи пĕвере 47 çулти арçыннăн чĕри тапма чарăннă. Унăн виллине çăлавçăсем илсе тухнă. Çу пуçланнăранпа республикăри шыв-шурта 25 çын пурнăçĕ татăлнă, вĕсенчен виççĕшĕн — ачасен.

Çавăнпа инкек сиксе ан тухтăр тесен хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла. Ятарласа хатĕрленĕ вырăнта кăна ишмелле, буексенчен шаларах иртмелле мар, эрех-сăра сыпнă хыççăн шыва кĕме пачах юрамасть, аслисен ачасене сăнасах тăмалла, куçран вĕçертмелле мар. Пĕлмен çĕрте шыва кĕме шутларăр пулсан малтан шыв тарăнăшне, çыран хĕрринче тата шывра кĕленче ванчăкĕсем, çÿп-çап выртманнине тĕрĕслемелле.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика