Вăрмар поселокĕнче Курск облаçĕнче пурăнакансене валли гуманитарлă пулăшу пуçтаракан пункт уçăлнă. Гуманитарлă пулăшу пуçтаракан пункт Вăрмар поселокĕнчи Мир урамĕнчи 7-мĕш номерлĕ çуртăн 2-мĕш хутĕнче вырнаçнă /пасар территорийĕ, ĕлĕк шкул пулнă çурт/. Килекенсене Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă цент­рăн ĕçченĕ Алина Евгеньевна Иванова йышăнать.

Пункт кашни кун, çавăн пекех шăматкунпа вырсарникун та, 13 сехетрен пуçласа 17 сехетчен ĕçлет. Кунта çынсене чи кирлĕ япаласене пуçтараççĕ: час пăсăлман апат-çимĕç, консервланă продукци, çăнăх-кĕрпе, тип çу, сахăр, чей-кофе, тумтир, йăлара усă куракан хими продукцийĕ тата ытти те. Гуманитарлă пулăшăва Шупашкара илсе кайса Курск облаçĕнче инкек тÿснисем патне ăсатĕç. Пĕтĕм информацие 8 /83544/ 2-12-97 телефон номерĕпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

Ульяна СИМУШКИНА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика