Шупашкарти «Стройком» тулли мар яваплă обществăн ĕçченĕсем çăвĕпех «Аниш» автоçул çинче ĕçлерĕç темелле. Çул çинчи асфальтпа бетон сийне фрезерларĕç вĕсем. Анчах та асфальтне, малтанах шантарнă пек, сарма тытăнмарĕç-ха. Автотранспорт хуçисене çакăн пек çулпа çÿреме çăмăл мар, ытларахăшĕ шăтăк-путăксенчен пăрăнса çул хĕррипе çÿреме тăрăшать. Водительсем тарăхаççĕ. Социаллă сетьсенче те палăрать çакă, нумайăшĕ кăмăлсăрланать ку лару-тăрупа. Çивĕч ыйтăва уçăмлатас тесе «Стройком» тулли мар яваплă обществăн «Аниш» автоçул çинчи ĕçе йĕркелесе пырассипе ĕçлекенпе çыхăнтăмăр /ятне палăртмасăр хăварма ыйтрĕ\. Вăл пире хурав пачĕ: «Çул-йĕр ĕçченĕсем «Аниш» объектра хальхи вăхăтра автомашинăпа çÿреме аванрах пултăр тесе пысăкрах шăтăк-путăксене саплассипе тăрăшаççĕ /ÿкерчĕк çинче\. Асфальта кăçалах саратпăр, тепĕр эрнерен е икĕ эрнерен калăпăшлă ĕçе тытăнăпăр. Çумăрлă çанталăк тăни те ура хурса пычĕ пире. Уяр кунсенче асфальт хуракан икĕ техникăна харăс ĕçлеттерĕпĕр, çапла хăвăртлăх икĕ хут ÿсĕ. Сентябрь, октябрь уйăхĕсем пур-ха пирĕн. Кунсерен 2-шер километр çула асфальт сарма палăртатпăр, çанталăк условийĕсем аван пулсан. Вăрмар кукринчен пуçлăпăр».
Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ