IMG 1087Вăрмар муниципаллă округĕнче ĕçлĕ визитпа ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова пулнă.

Чи малтан Светлана Анатольевна Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн ларусен залĕнче ĕçлĕ тĕлпулу ирттерсе культура аталанăвĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă. Канашлăва Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, унăн замес­тителĕсем — организаципе контроль тата кадрсен ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Николай Павлов, строительство тата çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн начальникĕ Наталия Иванова, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн ти­вĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов, çавăн пекех Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, Вăрмар муниципаллă округĕн клубсен централизациленĕ тытăмĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Ольга Михайлова тата библиотекăсен централизациленĕ тытăмĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Алина Никитина хутшăннă. Пухăннисем Вăрмар округĕнчи ача-пăча библиотеки çумĕнче çитес çул модельлĕ библиотека уçассине, автоклуб ĕçне мĕнле йĕркеленине тата ытти ыйтусене те пăхса тухнă.

IMG 1079Унтан ĕçлĕ ушкăн Кавал ялĕнчи культура çурчĕн капиталлă юсавĕ мĕнле пынипе вырăна çитсе паллашнă. Чăваш Республикин «Культура аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче Кавалти культура çуртне юсама республика бюджетĕнчен 37 миллион тенкĕ уйăрнă. Тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçлама «Рэмон» тулли мар яваплă обществăна шанса панă. Паянхи кун тĕлне кунта çурт çивиттине юсаса çĕнетессипе ĕçлеççĕ. Муниципаллă контрактпа килĕшÿллĕн, объектри ĕçсене кăçалхи ноябрĕн 30-мĕшĕччен вĕçлемелле.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика