Раççей Президенчĕ В.Путин:

«Çĕршыв умĕнчи масштаблă задачăсене кура пирĕн кадрсем хатĕрлес ĕçе тĕп­лĕн хатĕрлемелле, çĕнĕ професси илес текенсене пулăшмалла».

«Раççей ĕçĕ» кадрсен центрĕн Вăрмарти уйрăмĕнче çак ятпа клуб уçăлнă. Унăн пĕрремĕш ларăвне ĕç шыракан 9 хĕрарăм тата ĕç сĕнекен 3 ертÿçĕ хутшăннă. Клуба пынисенчен пĕри, икĕ ача амăшĕ Наталья Яковлева, калаçу хыççăн ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă хуралçа вĕренме çырăннă, тепри страхлакан агент вакансийĕпе кăсăкланнă. Пĕр хушă ĕçсĕр пулнă Татьяна Миронова пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕнче карьера консультанчĕ пулăшнипе «Демографи» нацпроектпа килĕшÿллĕн хушма пĕлÿ илмелли программăпа экскурсовода вĕренме çырăннă, ноябрь уйăхĕнче ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви йĕркеленĕ аттестаци витĕр тухнă, халĕ хăйĕн бизнесне аталантарать. Татьяна ĕçсĕррисене округра йĕркеленĕ экскурси маршручĕсемпе паллаштарнă, хĕрарăмсене сувенир — брелок — парнеленĕ.

«Раççей ĕçĕн» Вăрмарти уйрăмĕ çĕнĕ специальноçсене алла илме пулăшать. Сăмахран, кăçал «Демографи» нацпроектпа килĕшÿллĕн округри 10 çын тепĕр профессие алла илме пултарать. Хальхи вăхăт тĕлне çĕнĕ профессие алла илес текен 3 çынран иккĕшĕ вĕренсе пĕтернĕ, тепри вĕренет.

— Ĕçпе тивĕçтерекен центр çумĕнчи кадрсен клубĕнче тĕрлĕ профессипе вĕрентнине илтрĕм, - каласа кăтартнă «Водоканал» обществăн юрисчĕ Ирина Молостовкина. — Карьера консультанчĕ Людмила Мишина çĕнĕ ĕç вырăнĕ шыраса тупмашкăн заявлени çырма пулăшрĕ. Ирина Молостовкина РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççейри халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академине «Бухгалтер учечĕ тата налук хурасси» специальноçа вĕренме йышăннине пĕлтерсен питĕ савăнтăм. Юрист ĕçне пунăçланипе пĕрлех хушма пĕлÿ илтĕм, вĕренсе пĕтерсе дипломлă пултăм.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика