Мускавра «Тимирязев центрĕнче» октябрĕн 9-12 мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри çирĕм улттăмĕш «Ылтăн кĕркунне - 2024» курав иртнĕ. Унта пирĕн республика аграрийĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан ятарлă стенд йĕркеленĕ.
Асăннă куравра Чăваш Ен севок сухан тата хур чи нумай çитĕнтернине, республикăра хăмла туса илекенсен компетенци центрне пĕрремĕш хут уçнине тата «симĕс ылтăн» пухса кĕртмелли, ăна типĕтмелли комбайн туса кăларма тытăннине кăтартнă.
Пирĕн республика делегацийĕ /вĕсен шутĕнче пирĕн округран «Иванов В.А.» хресчен /фермер\ хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Иванов, «Ямуков Г.Н.» хресчен /фермер\ хуçалăх пуçлăхĕ Геннадий Ямуков та пулнă\ ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе, ветеринарипе, экспортпа, органика производствипе, АПК валли кадрсем хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусемпе йĕркеленĕ 40 ытла мероприятие хутшăннă.
«10 çулта пирĕн ял хуçалăх производстви танлаштаруллă хакпа шутласан – 26,9 процент, кăçалхи хакпа пĕтĕмлетсен 2 хут ÿснĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче ĕç тухăçĕ 3,3 хут хăпарнă», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председательне Михаил Мишустина «Чăваш Ен тăрантарать» стендпа паллаштарнă май.
Çак тапхăрта тырă производстви – 1,7, кĕрпесен – 10,3, çырлапа пахча çимĕç консервĕсен – 3, минерал шывĕн – 2,6, мороженăйăн – 2,5, çăнăхăн 2,3 хут ÿснĕ. Республикăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринипе килĕшÿллĕн Чăваш Ене апат-çимĕçпе хамăрах туллин, çав шутра çĕр улмипе – 1,8 хут, сĕтпе – 1,4 хут, пахча çимĕçпе – 13,7 процент ытларах, аш-какайпа çителĕклĕн тивĕçтеретпĕр.
Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕ Дмитрий Патрушев юлашки çулсенче Чăваш Ен çĕр улми производствине икĕ хута яхăн ÿстернине палăртнă. Республика умне унран тĕрлĕ çимĕç хатĕрлес тата ăна экспорта ярас тĕллев лартнă. Палăртма кăмăллă: вăл 2014 çултанпа 4,7 хут ÿснĕ.
«Чăваш Енре 2024 çулта хамăр сĕтĕн 40 проценчĕпе юр-вар хатĕрлетпĕр, 2030 çул тĕлне вара ку кăтартăва 80 процента çитерме тĕллев лартнă. «Сĕт-çу предприятийĕсем производство хăватне ÿстернипе пĕрлех çĕнĕ продукци хатĕрлеççĕ», - тенĕ Олег Николаев.
Республикăра федераци хăмла туса илме пулăшсах тăнăшăн Михаил Мишустина тав тунă.
Чăваш Енри АПК предприятийĕсем чи лайăх проектсемпе продукци пахалăхĕн конкурсĕсене хутшăннă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, пирĕн республикăри агропромышленность предприятийĕсем асăннă куравра 47 ылтăн, 13 кĕмĕл тата 5 бронза медале тивĕçнĕ.
«Ылтăн кĕркунне-2024» куравра пирĕн округри «Иванов В.А.» хресчен /фермер\ хуçалăхĕн пуçлăхĕ Владимир Анатольевич Иванов та пулнă. Унта РФ ял хуçалăх министерствипе «Россельхозбанк» акционерсен обществи «Министрпа ирхи апат» уçă калаçу йĕркеленĕ. РФ ял хуçалăх министрĕ Оксана Николаевна Лут /сăн ÿкерчĕк çинче\ ирттернĕ ĕçлĕ калаçăва хутшăннă, ял хуçалăх ĕçне çамрăксене ытларах явăçтарас, яллă вырăнсенче ĕçлесе пурăнмашкăн майлă условисем туса парас, ял ĕçченĕн имиджне ÿстерес ыйтусене пăхса тухнă, агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн малашлăх задачисене палăртнă.
Зинаида ПАВЛОВА