IMG 2897Вăрмар муниципаллă округĕнче тата тепĕр агролаборатори уçăлчĕ. Хальхинче — Вăрмар поселокĕнчи «Родничок» ача садĕнче.

Савăнăçлă мероприятие Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн заместителĕ — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Иван Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, «Михайлов А.О.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Алексей Михайлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Виссарионов, Кивĕ Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Вячеслав Васильев, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ Иван Аверьянов, Михаил Архангел ячĕллĕ Вăрмарти чиркÿ настоятелĕ Елисей Илларионов иерей хутшăнчĕç.

Ача сачĕн воспитанникĕсем хăнасене юрă-ташăпа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Марина Васильевна Иванченко заведующи ача сачĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Ача садĕнче 7 ушкăн шутланса тăрать, унта кунсерен 100-е яхăн воспитанник çÿрет. Агролабораторие «Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Кашнин валли çĕнĕ майсем» федераллă проекчĕ шайĕнче уçнă. Ăна хута яма «Михайлов А.О.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Алексей Михайлов пысăк пулăшу кÿнĕ. Ача садĕнчи кашни ушкăнра агробригадăсем ĕçлеççĕ. Вĕсем агролабораторинче хăйсен кĕ­тесĕсене йĕркелесе унта тĕрлĕ ÿсентăран çитĕнтереççĕ, опытсемпе сăнавсем ирттереç­çĕ. «Солнышко» аслă ушкăна çÿрекен ачасем хăйсен воспитателĕпе Ирина Геннадьевна Григорьевăпа агролабораторинче ятарлă проект пурнăçлаççĕ. Ачасем Г.Е.Его­ров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулти «Вăрман робинзонĕсем» шкул лесничествине çÿрекенсемпе те туслă.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе хĕрлĕ хăйăва касса агролабораторие торжествăлла лару-тăрура уçрĕç. Вăл пысăк, уçă, çутă пÿлĕмре вырнаçнă. Ачасем хăнасене агролабораторин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Унтан пурте пĕрле пĕчĕк савăтсем çине тĕрлĕ ял хуçалăх культурисем акса хăварчĕç.

Палăртмалла, агролабораторие хальхи йышши оборудованипе, инструментсемпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех кунта интереслĕ экспонат та пур — авалхи арман чулĕ. Мероприятие хутшăнакансем ачасемпе пĕрле алă вĕççĕн тырă та авăртса пăхрĕç.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика