«Демографи» наци проекчĕ шайĕнче иртнĕ çул Чă­ваш Енре ĕçпе тивĕçтерекен центр­сем «Раççейри ĕç» /«Работа России»\ кадрсем хатĕрлекен центрсем пулса тăнă. Асăннă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн клиентсене ĕçпе тивĕçтерессин çĕнĕ меслечĕсемпе усă кураççĕ.

Çулталăк пуçламăшĕнче «Раççейри ĕç» Вăрмарти центр ĕç шыраса килнĕ 205 çынран 115 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Çÿлерех асăннă цент­рăн ĕçĕ-хĕлĕ Вăрмар муниципаллă округĕнче ĕç вырăнĕпе тивĕçтерессин условийĕсене лайăхлатас, ĕçсĕрлĕхе чакарас тĕллевпе пурнăçланса пырать. Çавна май çулталăк пуçламăшĕнче ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,21 процентпа танлашнă. 2023 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 44 çын ĕçсĕррисен шутĕнче учетра тăнă пулсан, 2024 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен шучĕ 21 çынпа танлашнă. Çавăн пекех общест­вăлла ĕçсене 54 çынна выр­наçтарнă. 14 çултан пуçласа 18 çула çитичченхи çул çитмен ачасене ĕçе вырнаçтарассипе йĕркеленĕ программăпа килĕшÿллĕн 397 ачана ĕçе выр­наçтарнă. Унсăр пуçне ĕçпе тивĕçтерессин 7 ярмăрккине ирттернĕ.

Палăртма кăмăллă: ĕçпе тивĕçтерекен Вăрмарти центрпа вырăнти влаç органĕ тата кунти предприятисемпе организацисем вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтерессипе тачă çыхăнура ĕçлеççĕ. Çавна май социаллă партнерлăх шайĕнче 173 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, çакă регионăн экономикине ÿсĕм шайĕнче аталантарма майсем туса парать.

2024 çулта Вăрмар муниципаллă округĕнчи ĕç паракансем асăннă центра 718 ĕç вырăнĕлĕх заявка тăратнă. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕл­не 20 организацинчен 90 уçă ваканси йĕркеленĕ. Чи кирлĕ профессисен шутне завхоз, социаллă ĕçчен, культорганизатор, библиотекарь, бухгалтер, автобус водителĕ, врач, дознаватель, повар, сутуçă, швея тата ыттисем те кĕнĕ.

«Раççейри ĕç» центр ĕç тупма йывăр граждансене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерессипе тĕл­левлĕ ĕçлет. Çак ушкăна инвалидсем, нумай ачаллă тата ачисене пĕччен çитĕнтерекен амăшĕсем, пенсие тухма çул çитсе пыракан граждансем кĕреççĕ. Вĕсене валли квалификацие çĕнетессипе ятарласа вĕрентÿ программисем йĕр­келенĕ. çавăн пекех çÿлерех асăннă категорири граждансем ĕçлеме пултаракан вакансисем сĕнеççĕ», - тесе палăртать асăннă центрăн Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ Михаил Пуклаков.

Тĕслĕхрен, 2024 çулта 619 çын професси суйлама пулăшу ыйтма килнĕ, 20 çын вара профессиллĕ вĕрентĕвĕн курсне пĕтернĕ. Ĕç вырăнĕ тупма йывăр 12 çынна вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Ĕç рынокĕнчи социаллă адаптаци программине 30 çын хутшăннă. 25 çынна психологи пулăшăвĕ кÿнĕ.

Людмила Мишина,

ЧР ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн Вăрмарти уйрăмĕн карьера консультанчĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика