VPpJzKAx6wMВăрмар округĕнче шкул театрĕсен «АСАМ» ятпа иртекен II-мĕш фестивалĕн муниципалитетри тапхăрĕ вĕçленчĕ. Фестивале кăçал Раççейри Çемье çулталăкне тата Чăваш Енри Экологи культурин тата çутçанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăка халалланă.

Аса илтеретпĕр: мероприя­ти Чăваш Республикинче РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕн Алла Сала­е­вăн пуçарăвĕпе 2023 çулта старт илнĕ. РФ Çутĕç министрĕ Сергей Кравцов хушнă тăрăх, 2024 çул тĕлне кашни шкулта хăйĕн театр пулмалла, мĕншĕн тесен шкул ачисене театр ĕçне явăçтарни талантлă ачасене тупса палăртма, вĕсене пултарулăхра çул уçса пама пулăшать. Унăн ху­шă­­­в­­­­­­­­не тĕпе хурса Вăрмар округĕн­чи шкулсенче те театрсем йĕр­келенĕ.

Кăçал фестивалĕн муниципалитетри тапхăрне Вăрмар округĕнчи шкулсен çумĕнчи 14 театр хутшăннă. Жюри умне сцена çине тухса 150 ытла ача спектакльсенче вылянă. Ка­ларăмăр ĕнтĕ, спектакльсене Раççейри Çемье çулталăкне тата Чăваш Енри Экологи культурин тата çутçанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăка халалласа ларт­нă. Вĕсен хушшинче вырăсла спектакльсем те, чăвашлисем те пулнă. Çамрăк артистсем хăйсен пултарулăхĕпе жюри членĕсене чăннипех те тĕлĕнтернĕ. Кашни шкул театрĕн спектаклĕсем хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса, актуаллă та интереслĕ шухăшпа палăрса тăнă, репертуар та тĕр­лĕрен пулнă. Артистсен тумĕсене, декорацисене куракансен асĕнче юлмалла кăсăк­лă хатĕрленĕ.

Жюри членĕсем чи талантлă артистсене, чи лайăх спектакльсене тĕрлĕ номинацисенче палăртнă, чи пĕлтерĕш­ли вара — фестивалĕн муниципалитетри тапхăрĕн çĕнтерÿçине суйланă. Вĕсем йышăннă тăрăх, кăçал Вăрмар муниципаллă округĕнче Г.Е.Его­ров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕш­ле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн «Мельпомена» театрĕ /сăн ÿкерчĕк çинче\ «Общее счастье» спектакль кăтартса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Руководителĕ – Е.И.Ларионова. «Мельпомена» Вăрмар округĕн чысне фестивалĕн рес­публикăри тапхăрĕнче хÿтĕлĕ. Республикăри тапхăр ноябрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 2-мĕшĕччен пырĕ.

Шкул театрĕсен «АСАМ» фес­тивалĕн çĕнтерÿçисене К.В. Иванов ячĕллĕ Чă­ваш академи драма театрĕн сцени çинче наградăлама па­лăрт­­нă.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика