Туризм

 

Мăнçырма ялне, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ чиркĕве, çак кунсенче Раççейри блогерсем, туризм енĕпе экспертсем, гидсем килсе кайнă. Мероприяти ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви тата Чăваш Енри туризма аталантаракан Агентство пулăшнипе, Чăваш Енри Тараватлăх Артелĕ йĕркеленипе тата Татьяна Миронова экскурсовод-гид тăрăшнипе иртнĕ.

Хăнасене Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей тата Наталия матушка, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, Мăнçырмари территори пайĕн начальникĕ Николай Николаев тата кунти коллектив, культура ĕçченĕсем, Эльза Кузнецова ертсе пыракан «Ĕмĕт» фольклор ансамблĕ кĕтсе илнĕ. Мăнçырмасем гастрономи авточупăвне хутшăнакансене çăкăр-тăварпа, чăваш юрри-ташшипе кĕтсе илсе тараватлăхне кăтартнă. Мероприятинче туслă тата савăнăçлă лару-тăру хуçаланнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика