Тин кăна ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа черетлĕ «тÿрĕ лини» вĕçленчĕ. Ăна Олег Николаевăн телеграм-каналĕнче, Контактри «Чăваш Республики» сообществăра, Чăваш наци телекуравĕпе,Чăваш наци радиовĕпе, Тăван радиопа курма тата итлеме пулчĕ. Унчченхи пекех экран çинчи куар-кодпа кĕрсе «тÿрĕ линие» хаклама та май килчĕ.
«Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче ыйтусем нумай пулнă - 661 таранах. Республикăри электрохуçалăха модернизацилесси,пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене, обществăлла территорисене хăтлăлатасси, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ, таса шывпа тивĕçтересси, туризм, çул-йĕр юсавĕ, ĕç укçин калăпăшĕ, халăха авариллĕ çурт-йĕртен куçарасси, пурăнмалли условисене лайăхлатмалли программăсем, шкулти апатлану, транспорт инфраструктури, коммуналлă хытă каяшсене илсе тухасси тата тарифсем, СВО участникĕсен çемйисене тивĕçекен çăмăллăхсем, сĕт хакĕ - çак тата ытти чылай ыйтăва та хускатрĕç. Олег Алексеевич ыйтусем çине тивĕçлĕ хурав парса пĕтĕмпех тĕплĕн ăнлантарчĕ.
Паллах, пĕтĕм ыйтăвне «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче хуравласа пĕтерме çук, анчах Олег Алексеевич ыйту паракан кашни çын патне хуравсене çитерме шантарчĕ. Сăмахне пĕтĕмлетнĕ май, вăл республикăра пурăнакан кашни çын Чăваш Енпе мăнаçлантăр, тăван тăрăхшăн тăрăштăр, чĕлхене, культурăна упратăр тесе сунчĕ.