Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей, Наталия матушка, прихожансем унта хутшăнакан пирĕн ентеш-салтаксене пулăшу кÿрес ĕçе активлă кÿлĕннĕ.
Вĕсем салтаксене валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтараççĕ тата окоп çуртисем хатĕрлеççĕ, салтаксене те, вĕсен çемйисене те пулăшаççĕ. Леонид атте гуманитари пулăшăвĕпе СВОна каякан волонтерсене çула тухма пиллесе, кĕске отпуска килнĕ салтаксене çапăçусенче Турă пулăштăр тесе кашнинчех кĕлĕ вуласа ăсатать. Канаш тата Беловолжск епископĕ Стефан пил панипе вăл хăй те пĕрре кăна мар хĕрÿ вырăнта пулса салтаксемпе кĕлĕсем ирттернĕ, çылăх каçарттарса Турă юнне сыптарнă. Çак кунсенче, тĕслĕхрен, Леонид аттепе Наталия матушка тата прихожансем СВОри салтак-ентешсене валли волонтерсем урлă шампуньсемпе пит шăллисем, чей курăкĕ, çавăн пекех окоп çуртисем парса янă. Пурĕ, паянхи кун тĕлне илес пулсан, Мăнçырма чиркĕвĕнче 200 пине яхăн окоп çурти хатĕрлесе СВОна ăсатнă.
Унсăр пуçне, салтаксем ыйтнипе, вĕсене валли тĕрлĕ япаласемпе хатĕрсем туянса парса яма укçа-тенкĕ пуçтарас ĕçе те йĕркелеççĕ чиркÿре. Акă, СВОна хутшăнакан пирĕн ентеш — Çĕнĕ Шулханта çуралса ÿснĕ Михаил Андреев — РЭБ тытăмĕсем /радио-электронная борьба/ парса яма пулмасть-ши тесе ыйтса янă. Чиркÿре тÿрех укçа-тенкĕ пуçтарас ĕçе йĕркеленĕ. Халăх РЭБ тытăмĕсем туянма кĕске вăхăтра 475000 тенкĕ пуçтарса панă. РЭБ хатĕрĕсене Михаил Андреев патне Алексей Вотяковпа Денис Емельянов илсе çитерсе панă. Михаил хăйсене çакăн пек пысăк пулăшу кÿнĕшĕн, вĕсене манманшăн пурне те тав сăмахĕ каланă /сăнÿкерчĕк çинче/. Çавăн пекех дронсене хирĕçле «Гарпия» пăшал парса яма та ыйтнă пулнă. Ку ыйтăва тивĕçтерме 250 000 тенкĕ пуçтарнă, кĕçех ăна та салтаксем патне илсе çитерĕç.
«Хальхи саманара салтаксене пулăшу кÿресси — ку вăл кашнин тивĕçĕ. СВОри кашни паттăра пирĕн пулăшу, пирĕн тĕрев çав тери кирлĕ. Вĕсем пирĕн çĕршыва тата ирĕклĕхе хÿтĕлесе хăйсен пурнăçне шеллемеççĕ. Чи пĕлтерĕшли — салтаксене посылкăсем парса янă чухне вĕсене хăйсене алăран алла тыттарни. Вĕсем тĕрлĕ оборудованипе хатĕрсем, техника ыйтса яраççĕ. Пархатарлă ĕç тавра пĕр чăмăра пухăннă ырă кăмăллă çынсем пулăшнипе волонтерсем салтаксен ыйтăвĕсене тивĕçтерсех тăраççĕ. Тавах вĕсене пурне те. Турă пулăшнипе малалла та пĕр тĕллевпе — пирĕн çарсем çĕнтерччĕр тесе ĕçлĕпĕр», — теççĕ Леонид аттепе Наталия матушка.
Ирина ДАНИЛОВА
