«Ĕç тухăçлăхĕ» наци проекчĕ пулăшнипе Чăваш Енре микропроцессорсен производствине оптимизацилеççĕ, кăлпасси туса кăларассине ÿстереççĕ.
«Эпир куратпăр, «Ĕç тухăçлăхĕ» наци проектне хутшăнасси республикăри предприятисем хушшинче анлă сарăлчĕ. Кăçал перекетлĕ производство технологийĕсене 4 предприяти ĕçе кĕртнĕ: «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ», «Агромаш» завод», «Релематика» тулли мар яваплă обществăсем, «Промышленноç автоматикин системисен ятарлă конструктор бюровĕ» акционерлă общество. Пĕтĕмĕшле проекта 63 организаци хутшăнать, тĕпрен илсен ытларах тирпейлекен промышленноç, строительство, транспорт, ял хуçалăх сферисенчи предприятисем», - каласа кăтартнă Чăваш Ен вице-премьерĕ Дмитрий Краснов.
«Ĕç тухăçлăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче перекетлĕ производство технологийĕсене ĕçе кĕртни «Релематика» тулли мар яваплă общество производство процесĕ иртекен вăхăта 20 процент таранччен — 120 сехете яхăн чакарма май панă. Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче пилотлă шутĕнче натурăллă тиртен хатĕрлекен кăлпассине туса кăлармалли участока суйласа илнĕ. Çакă технологи тĕлĕшĕнчен хатĕрлемелли чи йывăр продукци тĕсĕ, çав вăхăтрах вăл пĕтĕмĕшле туса кăларакан ассортиментăн вуннăмĕш пайĕ шутланать.
Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ
