Иртнĕ кунсенче Тикашри территори пайĕнче Хĕрлĕçыр ялĕнче пурăнакан, ятарлă çар операцийĕнчи хирĕçтăрăва хăй ирĕкĕпе хутшăнакан Михаил Николаевич Митрофанов контрактник пулчĕ. Пирĕн Тăван çĕршывăн хисеплĕ хÿтĕлевçи кăçал август уйăхĕнче пĕр çапăçура аманнă пулнă, çар госпиталĕнче сипленнĕ. Çапла ноябрĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа ăна вăй пухмашкăн 45 кунлăх отпуск панă. Отпуск пĕтсессĕн, çирĕпленсе çитсессĕн Михаил Николаевич каллех çар чаçне таврăнма хатĕрленет. Çар пурнăçĕ çинчен нумай кăсăкли каласа пачĕ вăл пире /паллах, калама юранă таран кăна/. Аманиччен вăл Çĕнĕ Вĕренер ялĕнчи Владимир Павлович Михайловпа — контрактникпе — пĕр ротăра, пĕр взводра пулнă иккен, службăри ентешĕ амансан унăн суранне çыхса янă пулнă иккен.
Отпуск хыççăн çар чаçне кайма вăхăт çитсессĕн ял-йышпа Хĕрлĕçыр клубĕнче тĕл пулса ăсату каçне хутшăнма чĕнтĕм. Салтак килĕшрĕ. Патриотизм темипе тĕлпулусем ирттерни пĕлтерĕшлĕ пулнине лайăх ăнланать вăл. Тăван çĕршыв хÿтлĕхĕшĕн кар тăракан Михаил Николаевич Раççей çĕнтерессе çирĕп шанать. «Урăхла пулма та пултараймасть», - тет вăл.
Çавăн пекех В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкулта 10-11 классенче вĕренекенсемпе те Паттăрлăх урокне хутшăннă салтак. Çамрăксем умĕнче вăл спортпа туслă пулмалли çинчен, Тăван çĕршыв умĕнчи яваплăх, çар тивĕçĕ, чыс тата совеç пирки калаçнă. Михаил Николаевич çĕршывшăн йывăр вăхăтра айккинче юлма пултарайман, доброволец пулса çар операцине тухса кайнă. Ачасем кăсăклансах итленĕ, тарăн шухăша яракан ыйтусем панă ăна. Çакăн пек Паттăрлăх урокĕсем ирттерни шкул ачисене çĕршывăн паттăрла историне тарăнрах пĕлме кăна мар, мирлĕ пурнăçа хаклама, пирĕншĕн пуриншĕн те мĕн хаклă çавна упрама, хÿтĕлеме вĕрентет. Пуçарулăх кăтартнăшăн, хастарлăхшăн эпир ăна тав тăватпăр. Çакăн пек тĕлпулусем йĕркелесе ирттерни пирĕн вĕренекенсене Тăван çĕршыв умĕнче ырă та паттăрла ĕçсем тума хавхалантарасса шанса тăратпăр. Салтакпа куçа-куçăн калаçса ачасем чăн паттăрсем юнашарах пулнине, хастарлăхпа паттăрлăх, çĕршыва юратни — çыннăн чи паха енĕсем пулнине кураççĕ.
Валерий НАРСОВ, Тикашри территори пайĕн начальникĕ, Марина РОМАНОВА, Мăнçырмари вăтам шкул директорĕн заместителĕ