Сирĕн нотариус патне çырăнмалла-и? Чăваш Енре пурăнакансем ку ыйтăва нотариус палатине шăнкăравламасăрах е черет тăмасăрах татса пама пултараççĕ. Патшалăх пулăшăвĕсен порталне кăна кĕмелле. Унтан нотариуса суйламалла, хăвăра меллĕ вăхăта палăртмалла, документсене ярса памалла.
Асăннă сервиса РФ Цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерстви Федерацин нотариус палатипе пĕрле йĕркеленĕ. Ăна хута ярасси РФ Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă «Цифра экономики» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланать. Шантару хучĕ çырмалла-и, еткерлĕх уçмалла-и, ку е вăл ĕç пирки килĕшÿ тумалла-и — нотариус патне сервис урлă çырăнни сирĕн вăхăта палăрмаллах перекетлет. Кунта хăвăра кирлĕ специалиста суйлама, кирлĕ документсене маларах ярса пама пулать. Сервиспа 80 пине яхăн çын усă курнă та ĕнтĕ, унăн ансатлăхне хакланă.
«Цифра сервисĕсем аталанни республикăра пурăнакансене патшалăх пулăшăвĕсемпе чăрмавсăр усă курма тата вĕсен вăхăтне перекетлеме май парать. Эпир çынсен кăмăлне мала хурса документсемпе ĕçлессине ансатрах тата çăмăлрах тума тăрăшатпăр. Кун пек ĕçлени «Цифра экономики» наци проекчĕн тĕллевĕсемпе тÿр килет, çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме пулăшать», — тет ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
ЦИТАТА
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев: «Пулăшу мелĕсене электронлă калăпа куçарни цифра трансформацийĕпе пĕрле пулса пымалла. Çынсем улшăнусене туйса тăччăр, вĕсене ансат, ăнланмалла, майлă пулмалла. Çапла пулсан çынсем хăйсемех тĕрлĕ пулăшусемпе электронлă майпа усă курĕç».