RomanovaСветлана Васильевна Романова — Чулкасри вăтам шкулăн Кĕлкешри структурăллă уйрăмĕнче сăнарлă искусство, вырăс чĕлхипе литература предмечĕсен вĕрентекенĕ — журналистикăра пысăк ÿсĕмсем тăвать. Вăл ахаль вĕрентекен кăна мар, чăн-чăн сăмах ăсти те, Пĕтĕм Раççейри вĕрентÿ Профсоюзĕн Вăрмар районĕнчи организацийĕн обществăлла корреспонденчĕ. Унăн статйисем тарăн шухăшлă пулнипе, хăйне евĕрлĕ стильпе палăрса тăраççĕ, вулакана пĕрремĕш йĕркесенченех тыткăна илеççĕ.

Светлана Васильевна тăтăшах тĕрлĕ конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Паянхи кун вăл черетлĕ çитĕнÿпе палăрнă. Пĕтĕм Раççейри «Профсоюз репортерĕ — 2024» конкурсра «Профсоюз тата суйлав» номинацинче Светлана Романова çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вăл хатĕрленĕ «Профсоюз пурнăçлакан ĕçсемпе мăнаçланатпăр» ĕç пурне те тĕлĕнтернĕ. Организаципе кадрсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалланă конкурс унта хутшăнакансенчен чăн-чăн профессионал пулма тата çак темăпа тарăн çыхăнура пулма ыйтнă. Светлана Васильевна конкурс условийĕсене туллин пурнăçласа профсоюз ĕçĕ вĕрентÿ тытăмĕн ĕçченĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетнĕ. Хăйсен ĕçне парăннă талантлă çынсем кăна çакăн пек пысăк çитĕнÿ тума пултараççĕ, Светлана Васильевна малашне те иксĕлми хавхаланупа ĕçлесе çĕнтерÿсен çул-йĕрĕпе утăмласса шанатпăр.

Елена НИКОЛАЕВА, Пĕтĕм Раççейри вĕрентÿ Профсоюзĕн Вăрмар районĕнчи организацийĕн председателĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика