«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсем — çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕне 78 çула çитересси тата çĕршывра пурăнакансен шучĕн çирĕп ÿсĕмне тивĕçтересси. Çак тĕллевсене пурнăçлас тесен, ытти ĕçсемпе пĕрлех, халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине те активлă сармалла, çав шутра сиенлĕ йăласенчен пăрăнтармалла.
Юлашки çулсенче пирĕн çĕршывра çынсем эрех ĕçессин калăпăшĕ чакса пынине сăнама пулать. ВЦИОМ даннăйĕсем тăрăх, алкоголь ĕçмен е ăна сахалрах ĕçме пуçланă çынсен шучĕ 2020 çултан пуçласа 2024 çулччен 48 процентран 65 процента çитнĕ. Раççейре алкогольлĕ продукцине ĕçнипе кĕрешсе мероприятисен тулли комплексне пурнăçлаççĕ. Сăмахран, «Алкогольсăр пурнăç» социаллă кампани хута кайнă. Унăн тĕллевĕ — алкоголь çынсен пурнăçне тĕп туни пирки телевидени, радио, реклама, интернет урлă халăха ăнлантарасси, çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетесси.
Чăваш Енре те асăннă проблемăпа кĕрешес ĕçсем пыраççĕ. Акă, кăçал Чăваш Республики «Урă Раççей» федераллă проектпа килĕшÿ тунă. Проект ĕçĕ-хĕлĕ лавккасенче рейдсем, спорт мероприятийĕсем, çамрăксемпе уçă уроксем ирттерсе сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе çыхăннă. «Урă Раççей» — пысăк пĕлтерĕшлĕ обществăлла юхăм. Вăл экономикăна, спорта, культурăна аталантарма, пурнăç çине урăх куçпа пăхма пулăшать», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Палăртмалла, декабрĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 5-мĕшĕччен çĕршывра Çĕнĕ çул уявĕсенче эрех ĕçессипе кĕрешмелли тапхăр иртет. Уявсенче сĕтел хушшинче çынсем алкоголь ытларах ĕçеççĕ, çавна май хăйсен сывлăхне пысăк сиен кÿреççĕ. Организм наркăмăшланать, вăраха кайнă чирсем хăйсем çинчен аса илтерме пултараççĕ, чĕрепе аптăрас хăрушлăх пысăк, инсульт та çапма пултарать. Унсăр пуçне ÿсĕр çын инкеклĕ лару-тăрăва кĕрсе ÿксе аманасси те пулать. Çавăнпа уявсем вăхăтĕнче эрех-сăрапа иртĕхесрен пăрăнма чĕнсе калатпăр, хăвăра сыхлăр, сывлăх — чи хаклă пурлăх пулнине асра тытăр.
Вячеслав СЕМЕНОВ, Вăрмарти тĕп больницăн психиатр-наркологĕ
