«Хĕрлĕ ялав» хаçата вулакансем Роман Вадимович Сапаркин ятне хаçат страницисем çинче пĕрре кăна мар курма пултарнă. Спортпа туслă каччă самбо тата футбол енĕпе пысăк çитĕнÿсемпе палăрнăран маларахри вăхăтсенче эпир ун пирки пĕрре кăна мар çырнă. Вăрмарти «Легион» футбол командин вратарĕ, самбо енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ республика, çĕршыв шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерÿ пьедесталĕ çинчен кайман та темелле. Анчах пурнăçне спортпа мар, çарпа çыхăнтарнă Роман. 2024 çулхи сентябрь уйăхĕнчен вăл — ятарлă çар операцийĕнче.
Спортра та, çарта та çирĕплĕх, тÿсĕмлĕх, дисциплина, йĕркене пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Роман шăпах та çак енсемпе палăрса тăрать. Вăл 2004 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче, Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта 11 класс пĕтернĕ. Вĕренÿре те ĕлкĕрсе пынă, спортра та яланах малтисен ретĕнче пулнă. Медальсемпе кубоксен, дипломсемпе грамотăсен шучĕ те çук унăн, амăшĕ Олеся Алексеевна вĕсене пурне те пуçтарса пырса типтерлĕн упрать. Унсăр пуçне ачаранах техника патнелле те туртăннă Роман. Шкул пĕтерсен Хусанти автошкулта вĕренсе руль умне ларма ирĕк паракан удостоверени алла илнĕ, экзамена пĕрремĕш хутĕнчех ăнăçлă тытнă. Хăй ĕçлесе илнĕ укçапа çăмăл автомашина туяннă.
2022 çулхи ноябрь уйăхĕнче Роман салтак атти тăхăннă, Мари Эл Республикинче стратеги тĕллевлĕ ракета çарĕсенче рядовой пулса çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлакансен ретне тăнă. Çур çултан вара, 2023 çулхи май уйăхĕнче, РФ Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсенче службăра юлма контракт пуснă.
Контракт пусни çинчен Роман амăшне маларах каламан та, систермен те. Пăшăрхантарас темен ĕнтĕ. Кăçал кĕркунне СВОна каясси пирки те патне çитсен кăна пĕлтернĕ. Чунĕ вăрканă пулин те, Олеся Алексеевнăн ывăлĕн йышăнăвĕпе килĕшме тивнĕ. Хальхи вăхăтра Роман мотострелковăй батальонра ефрейтор званинче службăра тăрать. Тăван çĕршывăн çамрăк хÿтĕлевçи хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннăранпа вăхăт нумай иртмен пулин те амăшĕ патне çар чаçĕн командирĕнчен Тав çырăвĕ те килнĕ. Унта Роман Вадимович ытти салтаксене пĕтĕм енчен ырă тĕслĕх кăтартнине, çирĕп кăмăлпа, яваплăхпа, хăюлăхпа палăрса тăнине, командовани ăна шаннине, юлташĕсем хисепленине çырнă. Паллах, ку сăмахсем амăшĕшĕн те, кукамăшĕшĕн Любовь Алексеевнăшăн та питĕ паха.
Вăрмар округĕн волонтерĕсем СВОри ентешĕмĕрсене яланах пулăшса тăнине пурте пĕлетпĕр. Романа та вĕсем тимлĕхсĕр хăварман, салтак патĕнче икĕ хутчен те пулса кирлĕ япаласемпе, маскировка сеткисемпе, дронсенчен хÿтĕленмелли хатĕрпе тата ыттипе те тивĕçтернĕ. Вулакансем куракан сăнÿкерчĕк — пирĕн волонтерсем Роман патĕнче пĕрремĕш хут пулнă чухне ÿкернĕскер /Роман — варринче\. Ун чухне аякри çула Вăрмар округĕнчен Николай Илларионов тата Алексей Григорьев, çавăн пекех Мускавран Олег Васильев /самбо енĕпе СССР спорт мастерĕ, Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ\ тата Андрей Голосов тухнă пулнă.
«Тавах Ромăна тата ытти салтаксене пулăшакан ырă кăмăллă çынсене, волонтерсене, юлташсемпе тăвансене, — тет Олеся Алексеевна. — Ĕçпе те, ăшă сăмахпа та тĕрев пани салтаксемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ». Паллах, амăшĕн чĕри ывăлĕшĕн вутри пек çунать, маларахри кунсенче куççульне те сахал мар тăкнине калать вăл, халĕ хăйне алла илнĕ. «Пуçа усмалла мар, лайăххи çинчен шухăшламалла. Пурнăç çулĕ çинче тем тĕрлĕ тĕрĕслевсем те пулаççĕ, вĕсем витĕр тивĕçлĕн тухмалла. Турă сыхлатăр Ромăна, Çĕнтерÿпе таврăнма пулăштăр», — çирĕппĕн калать Олеся Алексеевна.
Ирина ДАНИЛОВА
