Çĕнĕ çул уявĕсем — массăллă ме­ро­приятисем, кану каçĕсем иртекен вăхăт. Çак вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă правилăсене çирĕп пăхăнсан кăна уяв пире савăнăç кÿрет. Чăрăша çирĕп никĕс çине, хутса ăшăтмалли электроприборсенчен аяккарах, лартмалла. Юсавлă гирляндăсемпе, электричествăпа ĕçлекен çутатакан хатĕрсемпе кăна усă курмалла, розетка юсавлăхне те тĕрĕслеме ан манăр. Чăрăша мамăкпа, вут хыпса илме пултаракан япаласемпе ан капăрлатăр, ун умĕнче çуртасем, бенгаль çуртисем чĕрт­ме, фейерверксемпе усă курма юрамасть.

Çĕнĕ çул умĕн çĕршывĕпех пиротехникăпа усă курнă чухне инкек-синкек­рен сыхланассипе профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ. Çавăнпа та пурин те çакна асра тытмалла: сертификациленĕ пиротехникăна кăна туянмалла, производительсен инструкцине çирĕп пăхăнмалла, пиротехникăпа çуртра, помещенире тата зданисем, йывăçсем, электричество линийĕсем çывăхĕнче, çынсем нумай пухăннă вырăнта усă курма юрамасть. Çĕнĕ çул каçĕсем иртекен вырăнсенче, клубсенче, культура çурчĕсенче тухмалли саппас алăксем уçă, пушар сÿнтермелли хатĕрсем юсавлă пулмалла.

Çĕнĕ çул каçĕнче балконран, уçă чÿречерен вĕçсе кĕнĕ ракетăсенчен те пушар тухма пултарать. Час-часах пушар сăлтавĕ эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ çынсемпе çыхăннă. Статистика тăрăх, кашни 10-мĕш пушар ÿсĕрсене пула сиксе тухать, вĕсенче вилекенсен шучĕ те пысăк. Мунчасене вăйлă хутмалла мар, çулăм ярса илесрен лайăх сыхланмалла. Енчен те вут-çулăм алхасма пуçласан пĕр тăхтаса тăмасăр 112, 101 номерсемпе шăнкăравламалла. Çийĕнчех электроэнергине, газа сÿнтермелле, çынсене çуртран эвакуацилемелле, пушара сÿнтерме тăрăшмалла. Енчен те ăна хăвăр вăйпа сÿнтерме май килмесен çав вырăнтан хăвăртрах тухса каймалла, пушар сÿнтерекенсене кĕтсе илмелле.

Вăрмар муниципаллă округĕн надзор ĕçĕпе пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăмĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика