Вăрмар округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем: контактсăр майпа улталамалли паянхи йышши хатĕрсем тата банк карттисем çинчен укçа-тенкĕ вăрласси; 2025 çулта коммуналлă пулăшусемшĕн тарифсене индексацилесси; Чăваш Республикинчи шкулчченхи тата шкулсенчи учрежденисенче ача-пăча апатланăвне йĕркелесси; хĕлле çулсене пăхса тăрассипе контрактсене пурнăçласси. Çак кун информушкăнсем Пинер, Пысăк Енккасси, Кĕтеснер ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Вăрмар округне ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Максимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Леонид Пронин, Юрий Зорин килсе çитнĕ. Профессире çитĕнÿсем тунăшăн тата тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн Вăрмар округĕн «Централизациленĕ бухгалтери» муниципаллă хысна учрежденийĕн начальникĕн заместительне — тĕп бухгалтерне — Елена Николаевна Михайловăна /сăн ÿкерчĕкре/ ЧР Патшалăх Канашĕн Тав хучĕпе чысларĕç. Наградăна ăна хисеплесе, ĕçре ăнăçу сунса ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин алăран тыттарчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пынă ушкăн членĕсем Пинер ял тăрăхĕнче ĕçлерĕç, халăхпа Çĕнĕ Кинчерти шкулта тĕл пулса калаçрĕç. Тĕп ыйтусене сÿтсе явнисĕр пуçне çул-йĕр юсавĕ, Çĕнĕ Кинчерте клуб строительстви, тыл ĕçченĕсене халалласа асăну палăкĕ лартасси пирки калаçрĕç. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Павлов ертсе пынă ушкăн информкун шайĕнчи ыйтусене сÿтсе явма Кĕтеснерти шкулта тĕлпулу ирттерчĕ. Ĕçлĕ ушкăн йышĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Иван Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, РФ Социаллă Фондăн Вăрмарти клиент службин руководителĕ Татьяна Васильева, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн полицин участокри уполномоченнăйĕ Руслан Васильев актуаллă ыйтусемпе шкул, ялти ача сачĕн, культура çурчĕн ĕçченĕсем, ял халăхĕ умĕнче калаçрĕç. Шкул директорĕ Галина Николаевна хăнасене ăшшăн кĕтсе илчĕ, коллектива акт залне пухрĕ. Паянхи кун Кĕтеснерти шкулта 12 вĕрентекен, унсăр пуçне тепĕр 3 учитель совместительство мелĕпе ĕçлеççĕ. Телефон ултавçисемпе тимлĕ пулмаллине, нимĕнле кодсемпе парольсене ют çынсене пĕлтерме юраманни пирки полици сотрудникĕ Руслан Васильев пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе тĕплĕ каласа ăнлантарчĕ. «Пирĕнпе кун пекки пулмастех, эпир улталанмастпăрах тесе шутлаççĕ чылайăшĕ. Анчах та ултавçăсем гипноз тунă евĕрех хăтланаççĕ. Кашниех вĕсен серепине лекме пултарать. Вăрмар округĕнчи çынсем те час-часах улталанаççĕ. Çавăнпа та палламан номерпе ют çын шăнкăравласан е пачах та калаçу пуçармалла мар, е чăвашла калаçма тăрăшмалла. Ултавçăсем çын сассине кодировка туса сирĕн паллакан çын сасси пекех евĕрлеме пултараççĕ. Çапла сасса кодировка туса Шупашкарта «МегаМолл» суту-илÿ центрĕнче ĕçлекен пĕр çамрăк хĕрарăма улталанă. Ултавçă унăн директорĕ ячĕпе ун патне шăнкăравласа тавар сутса тунă укçа-тенкĕне хăй шăнкăравлакан номер çине куçарса пама ыйтнă. Сутуçă иккĕленнине туйсан унпа хыттăнах калаçса ăна çав-çавах итлеттернĕ. Хĕрарăм сутса тунă пĕтĕм укçана куçарса панă. Анчах та ку нимĕнле те унăн директорĕ пулман, ултавçă пулнă», - каласа пачĕ участковăй. Клиент службин руководителĕ Татьяна Юрьевна çĕршывра пенси фончĕн тивĕçĕсене Социаллă Фонд пурнăçласа пынине тепĕр хутчен те ăнлантарса пачĕ. Хăшĕсем халĕ те Пенси фончĕ ĕçлесе пырать тесе шутлаççĕ. «Кăçалхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен страховой пенсисене 7,3 процент индексациленĕ. Çак ÿсĕм пенсие тухнă граждансене те, ĕçлекен пенсионерсене те пырса тивет», - терĕ Татьяна Юрьевна. Çавăн пекех вăл пĕрремĕш ушкăнри инвалидсене, 80 çултан иртнĕ ватăсене пăхассипе çыхăннă çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарчĕ. Вăрмар округĕнче çулсене хĕллехи вăхăтра пăхса тăрас ыйтупа Николай Павлов паллаштарчĕ. Вырăнти çулсене хĕллехи вăхăтра пăхса тăрассипе «Инвест-строй» тата «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăсем ĕçлеççĕ. Пĕтĕмпе ку ĕçе 8 единица çул-йĕр техникине явăçтараççĕ. Кĕтеснерти шкул директорĕ Галина Николаева ачасене вĕри апатпа тивĕçтересси çинчен каласа пачĕ. Шкулта паянхи кун сахал тупăшлă çемьери пĕр ача, ятарлă çар операцине хутшăнакан пĕр салтакăн хĕр ачи, сывлăх енчен хавшак пĕр ача тÿлевсĕр апатланаççĕ. СВО участникĕн хĕрĕ тÿлевсĕр апатланнисĕр пуçне стипенди те илсе тăрать. Патшалăх енчен çакăн пек ачасене кÿрекен пур пулăшу мери те пурнăçланать шкулта. Сывлăх енчен хавшак икĕ ача килĕсенчен вĕренеççĕ. Шкул çумĕнчи участокра учительсемпе вĕрентекенсем хăйсене валли столовăйĕнче апатланма пахча-çимĕç туса та илеççĕ иккен. Кĕтеснерти «Солнышко» ача сачĕн заведующине Татьяна Захаровăна вара ачасене пахалăхлă пахча-çимĕçпе тивĕçтересси пăшăрхантарать. Патăрьел округĕнчи хальхи поставщикăн продукципе кăмăлсăр вăл, часах юрăхсăра тухать. Хамăрăн районтах ача садне пахалăхлă пахча-çимĕçпе тивĕçтерекен кирлĕ, пĕчĕк ачасене пахалăхлă çимĕçсем çитермелле. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин кĕтеснерсенчен тĕрлĕ ыйтусем пуçтарчĕ.
Надежда ШИШКИНА, Эвелина МИХАЙЛОВА
