IMG 43472019 çулта Чăваш Республики «Вĕрентÿ» наци проектне активлă хутшăннă та палăртнă тĕллев­семпе кăтартусене 6 çул хушшинче туллин пурнăçланă. 2025 çулта çĕнĕ наци проекчĕсем старт илнĕ, вĕсенчен пĕри — «Çамрăксем тата ачасем». ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров палăртнă тăрăх, вĕсене пурнăçлассинче пирĕн республикăн вĕрентÿ тытăмĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнĕ. 2030 çулччен 10 шкул строительствине пурнăçлама, 190 вĕрентÿ организацийĕн территорийĕсене хăтлăлатса çĕнетме планланă. Çавăн пекех ĕç рынокĕ валли кадрсем хатĕрлессипе хастар ĕçлеме палăртнă тата ытти те.

Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕ те асăннă наци проекчĕсен тĕллевĕсене пурнăçлассине пысăк тимлĕх уйăрать. Кунта вăй хуракан педагогсемшĕн ачасен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарасси малти вырăнта. Искусство шкулĕнче нумай çул ĕçлекен пысăк опытлă, аслă квалификаци категориллĕ педагогсенчен пĕри — Маргарита Павловна Михайлова. Унăн ĕç кун-çулĕ 1980 çулта домра тата гитара класĕ енĕпе вĕрентекенре ĕçлеме тытăннинчен пуçланнă.

Маргарита Павловна 30 çул ытла хĕлĕхлĕ тата чĕпĕтсе каламалли, вĕрсе каламалли инструментсен уйрăмне ертсе пырать. Коллектив тăрăшнипе çак уйрăмра «Ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсем конкурссене хутшăнни», «Нумай сăнлă гитара» пултарулăх проекчĕсем пурнăçланаççĕ.

Маргарита Павловна ачасене юратакан ырă кăмăллă педагог, кашни ачан уйрăмлăхне шута илсе вĕсен пултарулăхне уçса парассишĕн тăрăшать. Унăн вĕренекенĕсем нумай хутчен тĕрлĕ шайри конкурссемпе фестивальсен çĕнтерÿçисем пулса тăнă, ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсем пулма та тивĕçнĕ. Çавăн пекех вăл «Хаваслă ачасем» инструментсен ансамблĕн руководителĕсен пĕри. Ансамбль искусство шкулĕн, округăн, республикăн творчествăлла пурнăçне активлă хутшăнать, конкурссенче палăрать.

Маргарита Павловна тĕрлĕ конференцисене, семинарсене, мастер-классене хутшăнса пĕлĕвне анлăлатать, професси конкурсĕсене те хутшăнать. 2018 çулта республикăри конкурсра ЧР Пуçлăхĕн укçан паракан хавхалантарăвне тивĕçнĕ, 2019 çулта А.В.Луначарски ячĕллĕ преми лауреачĕ пулнă. 2024 çулта Раççейре мала тухнă — ача-пăча искусство шкулĕсен чи лайăх преподавателĕсене преми парассипе РФ Президенчĕн Хушăвĕпе йĕркеленĕ конкурсра çĕнтернĕ. Палăртмалла, çак конкурса пĕтĕм çĕршывран 550 ытла çын хутшăннă, 150-шне хăйсен сферинче чи ла­йăххисем тесе йышăннă. Вĕсен ĕçне хак панă чухне вĕрентÿ процесне автор методикине кĕртнине, творчество мероприятийĕсене хутшăннине, вĕренекенсен çитĕнĕвĕсене шута илнĕ. Конкурсра Чă­ваш Енри 7 педагог çĕнтернĕ, çав шутра Маргарита Павловна та. Çак çĕнтерÿ вăл хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал пулнине çирĕплетет, малалла та тăрăшса ĕçлеме хавхалану парать.

Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, вĕрентÿ сферинчи çитĕнÿсемшĕн, ачасем хушшинче çутĕç ĕçне пурнăçланăшăн Маргарита Павловнăна ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин, РФ Çутĕç министерствин Хисеп грамотисемпе наг­радăланă.

Ирина ДАНИЛОВА

Сăн ÿкерчĕк çинче: Маргарита Павловна хă­йĕн пултаруллă вĕренекенĕпе Дарья Тимофеевăпа.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика