Чăваш патшалăх пуканесен театрĕнче «Орлята России» программăна хутшăнакансене валли Çĕнĕ çул ячĕпе савăнăçлă мероприяти ирттернĕ. Ăна Пĕтĕм Раççейри «Навигаторы детства» проектăн регионти центрĕ йĕркеленĕ. Унта 25 округран 500 ытла ача хутшăннă. «Елка Орлят» мероприятине Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекен 10 ача та хутшăнма тивĕçнĕ. Вĕсем «Золушка» спектакль курнă, Хĕл Мучипе тата Юр Пикепе пĕрле савăннă. Çавăн пекех мероприятинче «Лучшая новогодняя игрушка Орлят» конкурса та пĕтĕмлетнĕ. Елкăна хутшăнакан кашни ачана парнесем панă. «Елка Орлят» ачасемшĕн хĕллехи юмах евĕр асамлă иртнĕ.
Людмила ТИМОФЕЕВА, Арапуç шкулĕнчи 4 класс руководителĕ
