Январĕн 19-мĕшĕнче Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн пысăк уяв — Христос Туррăмăра шыва кĕртнĕ кун — Кăшарни /Крещени\. Çак кун Иисус Христоса Иордан шывĕнче Иоанн пророк шыва кĕртнĕ. Турра ĕненекенсем валли Кăшарни уявĕнче Вăрмар округĕнче шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем — официаллă майпа регистрациленĕ купельсем пулĕç: Кавалта, Чулкасра, Мăнçырмара, Шăхалĕнче, Арапуçĕнче, Чупайĕнче, Пинерте, Кивĕ Вăрмарта, Çÿлти Кинчерте.
Шыва пĕлнĕ-пĕлмен вырăнта харпăр хăй вак касса кĕме юрамасть.
Эрех ĕçсе ÿсĕрĕлсен шыва кĕме юрамасть. Шывра ишмелле мар, куçран çухалмалла мар. Хăвăрпа пĕрле йытăсене, ытти чĕрчунсене илсе пыма, ачасене аслисен тимлĕхĕсĕр шыва кĕртме юрамасть. Купельре чÿхенсе иличчен малтан шăм-шака тĕрлĕ хусканусем туса хускатса ямалла, чупса илсен те юрать. Шыва кĕмелли вырăна урана меллĕ пушмак е çăм нуски, е ятарлă шутарман резин тапăчки тăхăнса пырсан аван. Шыва пуçа йĕпетмесĕр мăй таран кĕрсен лайăхрах, сикмелле мар, пуçпа чăммалла мар. Организма ытлашши шăнтса пăрахасран шывра 1 минутран ытларах пулма юрамасть. Купельре чÿхенсе илнĕ хыççăн ăшă алшăллипе лайăххăн шăлăнса типĕ тумтир тăхăнмалла. Иммунитета çирĕплетме, шăнса пăсăласран сыхланма термоспа илсе килнĕ улма-çырларан малтанах хатĕрленĕ вĕри чей ĕçмелле.
Çак вăхăтрах, çынсене пурне те, ытларах пулăçсене, ачасене, асăрхаттарса хăварар: çÿхе пăр çине кĕрсе каймалла мар. Хулăн шăнса çитеймен пăр ултавлă пулма пултарать.
Юрий ЕФИМОВ,
Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн мобилизаци
хатĕрленĕвĕпе ятарлă программăсен, чрезвычайлă лару-тăрупа гражданла хÿтĕлев пайĕн начальникĕ
