Урдаш 2

Вăрмарти тĕп библиотекăра вырăнти çыравçă-таврапĕлÿçĕсем пухăнса чăвашсен паллă поэчĕ Валентин Урташ çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă турĕç.

Мероприятинче В.Урташ юбилейĕ тĕлне Василий Цыфаркин хатĕрлесе кăларнă «Тусăм, эсĕ тусна, тусна аса ил» ятлă кĕнекен презентацийĕ пулчĕ. Василий Егорович пухăннисене В.Урташ кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе тĕплĕн, сăн ÿкерчĕксемпе усă курса паллаштарчĕ, халиччен пĕлмен, илтмен япаласем çинчен нумай каларĕ.

Чăнах та, эпир, поэзине килĕштерекенсем, В.Урташ чаплă поэт пулнине çеç пĕлетпĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине вăл, çул çитмен пулсассăн та, хăй ирĕкĕпе тухса кайнине, çапăçу хирĕнче ун умĕнче снаряд çурăлса кайсан йывăр аманнине нумайăшĕ пĕлместпĕр. Сурансене пула унăн сулахай аллине татнă, сылтăм куçне кăларнă, сылтăм аллинчи икĕ пÿрнине татнă, юлнă виçĕ пÿрни те кукăрăлса хытса ларнă, ÿт-пĕвне снаряд ванчăкĕсем шăтара-шăтара кĕрсе ларнă, уксахласа утакан пулнă. Госпитальсенче сывалса выртнă хыççăн тăван килне таврăнать вăл. Кăштах вăй илсенех хăйне юрăхлă ĕç шырама тытăнать. Çав вăхăтрах ытармалла мар сăвăсем çырма пуçлать. Часах республикăри паллă композиторсем В.Урташăн янравлă лирикăллă сăввисене куç хываççĕ. Радиопа, унтан халăх хушшинче Урташ сăввисем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсем анлăн сарăлаççĕ. Паян кун та итлесе савăнатпăр эпир, юрлатпăр та «Тухăçран хăпарсан шурăмпуç», «Укăлча умĕн­че шурă хурăн», «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ», «Шупашкар хĕрĕсем», «Тавах, аннем», «Ĕмĕтĕмĕр çитсе пынăран», «Пĕр­ре курсах саврăм-ши?» тата ăшă туйăмлă, чуна çĕклентерекен ытти çепĕç юрăсене. Композиторсем поэтăн 200-е яхăн сăввине юрра хывнă.

1973 çулхи апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнче Валентин Урташăн харсăр чĕри тапма чарăннă. Ăна Шупашкарта, хулан 2-мĕш масарĕнче, писательсен аллейинче пытарнă. Вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă, хулан пĕр урамне Валентин Урташ ятне панă. Тутар Республикинчи Раккасси ялĕнче, тăван килĕ пулнă вырăнта, Урташа асăнса палăк уçнă. Чăвашра та, тутарта та поэтăн сумлă ячĕ тивĕçлипех упранать. Унăн пурнăçĕ хальхи çамрăк ăрушăн паттăрлăх тĕслĕхĕ тесе çирĕппĕнех калама пулать.

Çыравçă-таврапĕлÿçĕсем кĕнеке авторĕн Василий Цыфаркинăн ĕçне пысăк хак пачĕç. Кунта пичетленнĕ тарăн тĕпчевсем, тĕр­ленчĕксем, асаилÿсем поэт кун-çулне, поэзи тĕнчине вулаканшăн асра юлмалла çутатса параççĕ. Тухса калаçакансем — А.Белова, А.Иванов, Т.Дорофеева, С.Романова, Н.Николаева, Р.Иванова, Г.Эверсков, Н.Гаврилов тата ыттисем те — кĕнеке авторне нумай ăшă сăмахсем каларĕç, унăн хальтерех çырнă «Вăрмарсем — ÿнер ăстисем», «Раккасси чăвашĕ Валентин Урташ», «Космонавт-3 в Урмарском районе», «Строительство оборонной линии в Урмарском районе», «И.Я.Яковлев тата Вăрмар ен», «Легендарный летчик-штурман», «Урмарский историко-краеведческий народный музей» кĕнекисене те аса илчĕç. Декабрь уйăхĕнче çыравçă 65 çул тултарнă ятпа та, кĕнеке кăларнă ятпа та В.Е.Цыфаркина — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, В.Алентей ячĕл­лĕ тата Тăхăрьялсен В.Урташ ячĕллĕ литература премийĕсен лауреатне, Чупай ялĕн хисеплĕ гражданинне — ĕçтешсем чечексемпе тата парнесемпе чыс туса малашне те литература ĕçĕнче ăнăçу сунчĕç.

Римма ИВАНОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика