Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тунтикун ирттернĕ анлă канашлу чыславран пуçланнă. Василий Викторович ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарма тата илсе çитерме пулăшакан активистсене Тав хучĕсем панă. Хисепе тивĕçнисенчен пĕри — Аслă Чак ял тăрăхĕнчи Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Анатолий Валериевич Михайлов /сăн ÿкерчĕк çинче/.
Тав хучĕ Анатолий Валериевич ячĕпе аякри çĕртен — ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăнсенчен килсе çитнĕ. Унта: «За неоценимую поддержку, активное участие, гражданскую позицию, а также весомый вклад, приближающий нас к общей победе в борьбе с неонацизмом», — тесе çырнă, 10-мĕш уйрăм танк батальонĕн командирĕ М.Тоиров подполковник алă пуснă.
Анатолий Валериевич ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕмĕрсене чылайранпа пулăшать, Аслă Чак ял тăрăхĕнчи, Вăрмар округĕнчи волонтерсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Салтаксен пурнăçне çăмăллатма вĕсене кирлĕ япаласем те, укçа-тенкĕ те парса пулăшать. Хăйпе пĕр шухăшлă çынсемпе пĕрле аякри çула тухса Тăван çĕршыва хÿтĕлекен паттăр ентешсем патне пĕрре кăна мар гуманитари пулăшăвĕ те илсе çитернĕ.
Анатолий Михайлов ятлă-сумлă, хисеплĕ çын. Вăл хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ, нумай çул ÿсентăран ÿстерес енĕпе ĕçлет, пĕрчĕллĕ культурăсем акса-туса илет. Хĕллехи уйăхсенче Аслă Чак тата Арапуç ял тăрăхĕсенчи çул-йĕре юртан хырса-тасатса тăрать. Аслă Чакри территори пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Анатолий Валериевич кирек мĕнле ĕçе тытăнсан та ăна тĕплĕн, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, ял-йыша пулăшу кирлĕ чухне айккинче юлмасть.
Ирина ДАНИЛОВА
