detiЯтарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен çемйисене, ачисене, ашшĕ-­амăшне тимлĕх уйăрассине, тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрессине патшалăх малти вырăна хурать. Вăрмар муниципаллă округĕнче ку енĕпе ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Вăрмарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центр» бюджет учрежденийĕ активлă ĕçлет. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене савăнтарас тĕллевпе çак кунсенче кунта Çĕнĕ çул уявĕ йĕркелесе ирттернĕ.

Çĕнĕ çул — чăннипех те асамлă уяв, ăна кашни ача чăтăмсăррăн кĕтет. Çывăх çыннисемшĕн кунсерен пăшăрханса, вĕсене кĕтсе пурăнакан ачасемшĕн Çĕнĕ çул елкине хутшăнни уйрăмах паха, праçник вĕсен кăмăлне çĕклет, савăнăç парнелет. Çĕнĕ çул уявĕнче ачасем айкинче ахаль кăна пăхса лармарĕç, хăйсем те унта хастар хутшăнчĕç, юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Вĕсем юмахри сăнарсемпе пĕрле — Ашапатман карчăкпа, Çĕленпе, Кикиморăпа, Утаманпа — вылярĕç, капăр елка тавра карталанса тăрса ташларĕç. Кашни ачана Хĕл Мучипе Юр Пике пылак парнесем пачĕç.

Татьяна ГРИГОРЬЕВА, Вăрмарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрăн директорĕн заместителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика