IMG 4412Çулсерен январĕн 25-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Татьяна кунне паллă тăваççĕ. Татьянăсем çирĕп кăмăллă, ăслă-тăнлă, хастар, тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ пулнипе палăрса тăраççĕ. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама пĕлекенскерсене кирек мĕнле ĕçе тытăнсан та ăнăçу кĕтет. Çакăн пек пултаруллă Татьянăсем Вăрмар округĕнче те сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Татьяна Петровна Иванова уйрăм çын предприниматель /сăнÿкерчĕк çинче — сулахайран виççĕмĕш/.

Татьяна Петровна предпринимательлĕх ĕçĕнче 2003 çултанпа вăй хурать. Чи малтанах вĕсем мăшăрĕпе Юрий Ивановичпа пĕрле унччен «Универмаг» пулнă çурт­ра тара вырăн илсе техникăпа суту-илÿ тума тытăннă. Каярах хăйсем лавкка уçас кăмăлпа çĕр лаптăкĕ туяннă та строительство ĕçне пуçăннă. Çапла 2013 çулта Вăрмар поселокĕнче халĕ пурте пĕлекен тата кăмăллакан «Татьяна» суту-илÿ çурчĕ хута кайнă.

Кун хыççăн кун иртнĕ, лавкка аталанса пынă. Анчах 2015 çулта Ивановсен кил алăкĕнчен инкек пырса шакканă — Юрий Иванович ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Темĕнле йывăр пулсан та Татьяна Петровнăн иккĕн туртнă лава малалла пĕчченех туртма тивнĕ. Çапах та хĕрарăм пуçне усман, хăйне алла илнĕ те лавкка ĕçне тĕрĕс-тĕкел, ăнăçуллă тытса пырас тĕллевпе пĕтĕм вăйне панă. Тăрăшни сая кайман, паянхи кун «Татьяна» суту-илÿ çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕ кал-кал пулса пырать. Виçĕ хутлă, 730 тăваткал метра яхăн лаптăклă пысăк та хăтлă, çутă та капăр çурта халăх пĕр чарăнми хутлать. Çапла пулмасăр, «Татьянăна» пĕрре килсех хăвна мĕн кирлĕ — çавна пĕтĕм­­пех туянса кайма пулать. Акă, пĕрремĕш хутри пысăк залра çÿлĕксем çинче темĕн тĕрлĕ хуçалăх таварĕсем те вырнаçса тухнă. Мĕн кăна çук кунта: савăт-сапа, электричество таварĕсем, пир-авăр изделисем, минтер-утиял, йăлара усă куракан хими продукцийĕ, ачасем валли теттесемпе кĕнекесем тата ытти те. «Халăх кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр, пысăк пахалăхлă япаласем кăна илсе килсе сутатпăр», — тет Татьяна Петровна.

Иккĕмĕш хутра вара — сĕтел-пукан залĕ. Пысăк çемçе диван та, кресло та, шкап та туянма пулать кунта, кухня е спальня валли гарнитурсем те пур, кил-çурта хăтлăлатма картинăсемпе сехетсем те чылай — суйла кăна. Татьяна Петровна палăртнă тăрăх, вĕсем сĕтел-пукан туса кăларакансемпе тÿрремĕнех çыхăнса ĕçлеççĕ, çавăнпа тавар хакĕсем «Татьянăра» кашнин кăмăлнех каймалла. Енчен те хă­вăра кирлĕ япала тупаймасан — ăна заказпа та илсе килсе параççĕ. Пысăк калăпăшлă тавара киле мĕнле илсе çитермелле тесе те чăрманмалла мар — ку тĕллевпе суту-илÿ çурчĕн «ГАЗель» автомашина пур.

Палăртмалла, Вăрмар округĕнче пулса иртекен тĕрлĕ мероприятисенче «Татьяна» суту-илÿ çурчĕ час-часах спонсорла пулăшу кÿрет. Уявсем тĕлне акцисем те ирттереççĕ, тĕрлĕ тавар выляттараççĕ, ун пирки «Татьянăн» соцаллă сетьсенчи страницисенче маларах пĕлтерсе тăраççĕ. Çывăх çыннăрсене савăнтарас тесен тавар туянмалли сертификат та илме пулать суту-илÿ çуртĕнче. Унсăр пуçне «Татьянăра» вырăн тара илсе «Ингосстрах» страховани компанийĕ, аш-какай лавкки, ача-пăча таварĕсен лавкки те ĕçлеççĕ.

Ăнăçу коллектив тăрăшулăхĕн­чен çав тери килет. Татьяна Пет­ровнăпа пĕрле ĕçлекен коллектив паха енсемпе кăна палăрса тăрать. Любовь Геннадьевна Владимирова бухгалтер ĕçĕсене пурнăçлать, Владислав Николаевич Ипатьев — администратор, Марина Васильевна Иванова, Валентина Васильевна Федорова, Екатерина Геннадьевна Крылова — сутуçăсем. Пурте вĕсем пысăк опытлă, яваплă ĕçченсем, лавккара чылай çул ĕçлеççĕ, туслăн, пĕр-пĕрне пулăшса вăй хураççĕ. Татьяна Петровна вĕсемпе питĕ кăмăллă пулнине калать.

Паллах, ĕçри çитĕнÿсем çемье тĕрев панипе те çыхăннă. Лавкка ĕçне тытса пыма Татьяна Петровнăна ывăлĕ Иван пулăшать, реклама енĕпе ĕçлет тата ыттине те пурнăçлать. Вăл, унччен Мускав хулинче пурăннăскер, амăшне пулăшса пырас тĕллевпе тăван Вăрмар тăрăхне таврăнса тĕпленнĕ. Хĕрĕ Анна вара — Шупашкарта. Тухтăра вĕреннĕскер хальхи вăхăтра декрет отпускĕнче вăл. Пĕчĕк мăнукĕпе савăнать Татьяна Петровна, вăл ăна хавхалану кÿнине палăртать.

Малашнехи тĕллевĕсем пысăк Татьяна Петровнăн. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, лавкка лаптăкне тата кăштах ÿстересшĕн вĕсем, çавна май çитес вăхăтсенче строительство ĕçĕсене пурнăçлама тытăнĕç. Ку ĕçре ăнăçу сунатпăр ăна. Çавăн пекех Татьяна Петровнăна та, Вăрмар округĕнче пурăнакан ытти Татьянăсене те Татьяна кунĕ ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Последние комментарии

Яндекс.Метрика