Вăрмар округĕн библиотекисем хăйсен ĕçĕ-хĕл­не эффективлăрах тăвас тесе патшалăх йĕркелекен тĕрлĕ конкурссене активлă хутшăнаççĕ.

Çак кунсенче яллă вырăнсенче вырнаçнă чи лайăх культура учрежденийĕсене тата вĕсен ĕçченĕсене тупса палăртса 2025 çулта вĕсене укçан хавхалантарассипе йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. Асăннă конкурсра «Ялти чи лайăх библио­тека» номинацинче Кивĕ Вăрмарти библиотека çĕнтернĕ.

Çавăн пекех 2025 çулта модельлĕ библиотека тăвас тĕллевпе республика бюджетĕнчен субсиди илме тăратнă заявкăсене пăхса тухса пĕтĕмлетнĕ. Унта пурĕ республикăри 12 библиотекăна суйланă. Вĕсен хушшинче Вăрмар округĕнчи библиотека та пур. Ку вăл — Чулкас ялĕнчи библиотека.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика