Вăрмар поселокĕнчи 1 номерлĕ «Березка» ача садне çÿрекенсемшĕн çак кунсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа асра юлĕç. Ачасем патĕнче хăнара ятарлă çар операцийĕн участникĕ Андрей Сергеевич Архипов пулчĕ.
Андрей Сергеевич пирĕн салтаксен çарти çăмăл мар пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Тăван çĕршывăмăра юратмаллине, ăна хÿтĕлемеллине, вăйлă, хăюллă, тÿрĕ кăмăллă пулма ăнтăлмаллине палăртрĕ. Вăл ятарлă çар операцине мобилизаци йĕркипе хутшăнать, паттăрлăхпа хăюлăхшăн Жуков медальне тата ытти наградăсене те тивĕçнĕ.
Ачасем паттăр мĕн каланине кăсăклансах итлерĕç, ăна тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Чăн-чăн салтакпа тĕл пулма май килнишĕн мăнаçланни вĕсен çиçекен куçĕсенченех палăрчĕ.
Тĕлпулу вĕçĕнче ача садне çÿрекен Милана Павлова Андрей Сергеевича йывăрлăхра сыхлакан япала — оберег — парнелерĕ. Ăна вăл амăшĕпе пĕрле вĕтĕ шăрçаран чăваш тĕрри евĕр ăсталанă.
Çакăн пек тĕлпулусем ирттерни ачасене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе çав тери пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатпăр. Андрей Сергеевича тĕлпулăва хутшăннăшăн тав тăватпăр, тăван тăрăха Çĕнтерÿпе таврăнма сунатпăр.
«Березка» ача сачĕн коллективĕ