Ятарлă çар операцийĕ пынă май Вăрмар округĕнчи кашни ялтах активистсем салтаксене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрессипе хастаррăн ĕçлеççĕ. Шăхаль ялĕнче пурăнакан ырă кăмăллă та вашават хĕрарăмсем, акă, «Эпир пĕрле» акцие хутшăнса тăрăшулăх кăтартаççĕ.
Шăхаль ял тăрăхĕнчен ятарлă çар операцине мобилизаци йĕркипе тата контракт пусса пурĕ 11 çын хутшăнать. Паллах, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисемшĕн тыл пулăшăвĕ çав тери пĕлтерĕшлĕ. Шăхальсем салтаксен нушине лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа «Эпир пĕрле» акци шайĕнче кулленех ялти культура çуртĕнче пухăнса вĕсене валли ăшă çăм нускисем çыхаççĕ.
Çăм нуски çыхма хутшăнакан хĕрарăмсем хушшинче ялти культура çурчĕн заведующине А.Федоровăна, ялти библиотекăн заведующине Н.Разумовăна, Л.Степановăна, Е.Поршевăна, Ю.Протопоповăна, Ю.Зайцевăна, Г.Григорьевăна, В.Гафитулинăна, З.Медведевăна, Э.Антоновăна, Г.Черемисовăна, С.Черновăна палăртмалла. Килĕсенче те ĕç сахал мар пулин те вĕсем пархатарлă ĕçрен айккинче юлмаççĕ, туслă чăмăра пухăнса ал ĕçĕ тăваççĕ. Унсăр пуçне хĕрарăмсем окоп çуртисем хатĕрлессипе те тăрăшаççĕ. Е.Иваншкина, В.Иванова, И.Семенова, Ю.Данилова, Н.Скворцова, Л.Иляхунова, Л.Утинова, Е.Степанова, В.Краснова, С.Фомина, Е.Горбунова та вĕсене пулăшаççĕ. Кам çăм çиппипе тивĕçтерет, кам килте нуски çыхса килсе парать.
Хĕрарăмсем чун ăшшипе хатĕрленĕ япаласем çĕршыва хÿтĕлекен паттăрсен вăйне эпир чун-чĕререн ĕненнине, вĕсем каялла пĕр утăм та чакмасăр пирĕн тăнăçлăхшăн çирĕп тăрассине шаннине сăнлаççĕ.
Марина МАТВЕЕВА, Шăхальти территори пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ