urmrГ.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти пуçламăш классен сыпăкĕнче пирĕн салтаксене валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарассипе акци йĕркелесе ирттернĕ. Галина Михайловна Саминова вĕрентекен пуçарнипе тата тăрăшнипе акцие пуçламăш классен руководителĕсем те, ачасемпе вĕсен ашшĕ-­амăшĕсем те активлă хутшăннă.

4 куна пынă акци вăхăтĕнче салтаксене кирлĕ япаласем 30 коробка таран пуçтарăннă. Акцие хутшăнакансем шампуньсем, супăньсем, нÿрĕ салфеткăсем, тасалăха тытма пулăшакан тĕрлĕ япаласем, ăшă нускисем, ĕç перчеткисем тата ыттине те илсе килнĕ.

Ачасем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене гуманитари пулăшăвĕ пуçтарма пулăшнисĕр пуçне вĕсене валли ăшă сăмахсемлĕ çырусем те çырса янă. Çырусенче салтаксене паттăрла ĕçсемшĕн тав тунă, çар задачисене ăнăçлă пурнăçлама, килĕсене Çĕнтерÿпе таврăнма суннă.

Анастасия ЕГОРОВА, пуçламăш классен вĕрентекенĕ, Вероника РОДИОНОВА, педагог-психолог

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Последние комментарии

Яндекс.Метрика