Энĕшпуçсем чăтăмсăррăн кĕтекен пулăм çак кунсенче вĕсен кăмăлне савăнăçпа тултарчĕ — Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕ тĕп юсав ĕçĕсем хыççăн хăйĕн алăкĕсене тараватлăн уçрĕ.
Паллă кун пĕчĕк воспитанниксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ садике йышлăн пухăнчĕç. Вĕсен хавасне пĕрле пайлама мероприятие Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов, юсав ĕçĕсене пурнăçланă подрядчикăн — «РЕМОН» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Иван Дмитриев хутшăнчĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе хăнасем хĕрлĕ хăйăва касса садике савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Энĕшпуç шкулĕн директорĕ Татьяна Салахова, пухăннисем умĕнче сăмах илнĕ май, юсав вăхăтĕнче пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Кунта чăннипех те сахал мар вăй хунă: садик çурчĕн çивиттине, урайне улăштарнă, фасада ăшă тытакан туса витнĕ, отмостка тунă, пĕрремĕш хутра «ăшă урай» сарнă, электричество, вентиляци, канализаци, шывпа тивĕçтерекен тытăмсене çĕнетнĕ, вĕри шывпа тивĕçтерме бойлерсем, çĕнĕ сантехника вырнаçтарнă, автоматизациленĕ пушар сигнализацийĕн, видеосăнавăн çĕнĕ тытăмĕсене тунă тата ытти те. Ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ 31 миллион ытла тенкĕпе танлашнă, çав шутра 94 процентне республика бюджетĕнчен уйăрнă, 6 процентне — вырăнти бюджетран. Тĕп юсав ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕшĕн Татьяна Николаевна «РЕМОН» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорне Иван Дмитриева Тав хучĕпе чысларĕ. Çавăн пекех юсав ĕçне хутшăннă мĕнпур çынсене те чĕререн тав турĕ.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев çĕнелнĕ садикре ача-пăчан хаваслă сасси яланах янăраса тăтăр, ял пурăнтăр, малалла аталантăр тесе сунчĕ. Воспитани ĕçĕ эффективлăрах пулса пытăр тесе садикăн пурлăхпа техника базине пуянлатса пыма шантарчĕ. Вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов воспитанниксемшĕн çак садик телейлĕ ачалăх вырăнĕ пуласса шаннине каларĕ.
Унтан яваплă çынсем садик çурчĕн кашни пÿлĕмне кĕрсе курса кунти лару-тăрупа паллашрĕç. Ачасем вара хăйсен воспитателĕсемпе пĕрле ушкăнсене саланчĕç.
Ирина ДАНИЛОВА