Январĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 2-мĕшĕччен Раççейре наркотиксемпе усă курассине профилактикăлассипе эрне иртет. Наркотиксем сывлăх çине сиенлĕ витĕм кÿреççĕ, вĕсем наркăмăш шутланаççĕ. Çын наркотике питĕ хăвăрт хăнăхса каять, унсăр пурăнаймасть, ăна наркотик ытларах та ытларах кирлĕ. Наркотиксемпе усă куракансен пуç мимин клеткисем пĕтеççĕ, интеллект шайĕ чакать, астăвăм начарланать. Вĕсем хăйсем мĕн тунине те ăнланмаççĕ. Пĕвер клеткисем те вилеççĕ, цирроз аталанать, чĕре мышци вăйсăрланать, иммунитет вăйĕ чакать. Пĕр шприцпа усă курнăран, пĕр-пĕринпе пĕли-пĕлми выртса тăнăран В тата С гепатит, сифилис, ВИЧ-инфекци ерме пултараççĕ. Наркотиксемпе усă куракансен пурнăç тăршшĕ кĕске, наркотике пĕрре тутансанах сывлав чарăнса ларма пултарать. 2024 çулта республикăра метадонпа усă курнă 16 çын пурнăçран уйрăлса кайнă.
Наркотиксем çыннăн пурнăçне тĕп тăваççĕ. Наркоман хăй кăна мар, унăн çывăх çыннисем те асап тÿсеççĕ. Çавăнпа наркотиксемпе нихăçан та ан çыхланăр.
Марина ТАБАКОВА, Кавалти врач амбулаторийĕн медицина сестри