Республикăра туризма аталантарас енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Ен туризм юхăмĕн кăтартăвĕпе Раççейĕн ТОП-5 регионне кĕнине пĕлтернĕ.
«Чăваш Ен туристсем хушшинче анлă сарăлнă. 2024 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, Чăваш Республики туризм юхăмĕн кăтартăвĕпе Раççейĕн ТОП-5 регионне кĕнĕ. Туристсен юхăмĕ 2024 çулхи ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, статистика кăтартăвĕсем тăрăх, 843 пин çынпа танлашнă. Республикăра ĕçе кĕртнĕ «Биг Дата» пĕлтернĕ тăрăх вара республикăна 2024 çулта 991 пин çын килсе кайнă. Малтанлăха палăртсан, 2024 çулта асăннă кăтарту, 2022 çулхипе пăхас пулсан, 1,7 хут ÿснĕ», — тенĕ Олег Николаев.
2024 çулта Чăваш Республикинче туризма 2035 çулччен аталантармалли Стратегине йышăннă. «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕн «Туризм инфратытăмне аталантарасси» регион проекчĕ шайĕнче кану базисенче 3 пляж хатĕрленĕ, «Волжанка» санаторипе курорт комплексĕнче тата хула тулашĕнчи «Ради Леса» отельте 2 бассейн тунă, «Заимка» кану вырăнĕнче тата «Амазония» комплексра 2 ача-пăча комплексĕ вырнаçтарнă тата ытти те.
Унсăр пуçне иртнĕ çулта Вăрмар муниципаллă округĕнчи «Аруна» этнокультура паркĕн тата Канаш округĕнчи «Мокринский виадук» туризмпа рекреаци площадкин инженери тата туризм инфраструктурин объекчĕсене тăвассипе çыхăннă ĕç хучĕсем патшалăх экспертизи витĕр тухнă.