NikiforovЭнĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта çак шкултан вĕренсе тухнă, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтакпа Дмитрий Анатольевич Никифоровпа тĕлпулу иртрĕ. Шкул выпускникĕ паянхи шкул ачисемпе çамрăксене патриотла воспитани кÿресси пирки калаçу йĕркелерĕ. Дмитрий Анатольевич çамрăксене хăйĕн çинчен, мĕнле майпа çар çынни пулса тăни, СВО-на хутшăнакан салтаксен кулленхи пурнăçĕ пирки каласа панă. Паянхи кунсен паттăрĕ шкулта Çар мухтавĕн музейне шлемофон парнелерĕ. Шлемофон ку вăл - летчиксен, танкистсен телефонлă шлемĕ.

Хăйĕн калаçăвĕнче Дмитрий неонацизма хирĕç кĕрешес ĕçре ятарлă çар операцийĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, службăра пĕрле тăракансен паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ пирки, çапăçу заданийĕсенче пулакан тĕрлĕ лару-тăру çинчен каласа пачĕ. «Салтаксене çар операцине хутшăнма тăван çĕршыва, ентешсене юратни, тăванĕсемпе çывăх çыннисене хÿтĕлессишĕн тăрăшни хавхалантарса тăраççĕ. Пур йывăрлăхпа хуйха-суйха сирме вара тăвансем, мĕнпур Раççей çыннисем çĕнтерĕве ĕненни пулăшса тăрать», - тенĕ Дмитрий Анатольевич.

Çавăн пекех салтаксене тылран кÿрекен пулăшу темипе те чуна уçса калаçрĕç. Вĕренекенсенчен, ентешсенчен тăван тăрăхран çитекен ырă сунса çырнă çырăвĕсем, посылкăсем кашни салтакăн чунне ăшăтса тăраççĕ, вăй параççĕ. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ ĕç. Тĕлпулу вĕçленнĕ тĕле педагогсем ятарлă çар операцийĕн участникне ачасемпе ялти ырă чунлă çынсем пĕрле пухăнса çыхнă маскировка сечĕсене пачĕç.

Çакăн пек тĕлпулусем ирттерни хамăрăн çĕршывшăн мăнаçлăх туйăмĕ çуратаççĕ паянхи çамрăксенче. Паттăрсем юнашарах пурăннине, паттăрлăхпа хастарлăх, Тăван çĕршыва юратни — чăн-чăн çыннăн паха енĕсем пулнине шкул ачисем хăйсем курса ĕненчĕç. Паянхи салтаксем, паттăрсем пирĕн хăватлă çĕршывăмăршăн, пирĕншĕн мирлĕ пурнăçпа таса тÿпене сыхласа хăварассишĕн пĕтĕмпех пурнăçлĕç.

Екатерина ЯКОВЛЕВА, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта историпе обществознани вĕрентекенĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика