«Наци приоритечĕсем» коммерциллĕ мар автономлă организаци «Çак паллă мĕне пĕлтерет» /«Что стоит за этим знаком»\ реклама кампанине хута янă. Унта наци проекчĕсем ша­йĕнче тунă объектсене тата инфраструктурăна кăтартнă. Реклама кампанийĕн сăнарĕсене ăсран илмен, вĕсем — ахаль çынсем.

Хăшĕсем наци проекчĕсем — пуласлăх идейисемпе плансем кăна, вĕсем чăнлăхра пурнăçланмаççĕ тесе йăнăш шутлаççĕ. Реклама кампанийĕ вара наци проекчĕсем кашнинех пырса тивнине, вĕсем çынсене ыран мар, шăпах паян çул уçса панине уçăмлатать.

Рекламăра çĕршыври тĕрлĕ объектсене кăтартнă, çав шутра — хальхи йышши шкулсем, физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекссем, поликлиникăсем, хăтлăлат­нă обществăлла вырăнсем, çулсем, «Смешарики» мультфильм кăларакан студи.

Реклама кампанийĕн тĕп принципĕсем — ахаль çынсемпе, вĕсен пурнăçĕпе тата историйĕпе паллаштарасси, наци проекчĕсем шайĕнче тунă объектсене тата инфраструктурăна кăтартасси, видеоматериалсене пахалăхлă хатĕрлесси. Акă, «Вĕрентÿ» наци проектне сăнлакан роликре ахаль физика учителĕпе шкул ачисем ÿкерĕннĕ. Экспорт пирки ÿкернĕ роликре «Смешарики» мультфильм кăларакан Санкт-Петербургри студин ĕçĕ-хĕлне çутатнă. Шăпах «Экспорт» наци проекчĕ пулăшнипе «Смешарики» тĕнчери рынока тухма пултарнă.

Апла мĕне пĕлтерет-ха «Раççей наци проекчĕсем» паллă? Вăл пин-пин çĕнĕ поликлиникăна, пин-пин çĕнетнĕ тата хăпартнă культура çуртне, вуншар пин километр çул-йĕре, пурте усă курма пултаракан интернета, хăтлăлатнă вуншар пин парка, скверсене, нумай хутлă çуртсен картишĕсене, çыран хĕррисене пĕлтерет.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика