2025 çултанпа Чăваш Енре çемьесене пулăшассипе тата ача çуралассине ÿстерессипе çĕнĕ пуçарусем хута каяççĕ. Тин çуралнă ачасене валли прокат пункчĕсем, ачасене кĕске вăхăта хăвармалли ушкăнсем уçăлĕç. Нумай ачаллă çемьесем ачисем техникумсенче тата аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕреннĕшĕн çур хак кăна тÿлеме пултарĕç. Пулас ашшĕ-амăшĕ ЭКО программин хатĕрленÿ тапхăрĕ витĕр тÿлевсĕр тухма пултарĕ. Йывăр çын пулнă студенткăсене пĕр хутчен паракан 100 пин тенкĕлĕх тÿлевпе тивĕçтерĕç. Ача çуралассине ÿстерессипе тата ачаллă çемьесене пулăшассипе çыхăннă регионти программа ĕçленĕ май ача çураласси ÿсет тесе палăртаççĕ: 2024 çулта çут тĕнчене 9091 ача килнĕ пулсан, 2030 çулта вĕсен шучĕ 9673 таран çитмелле.