«Финанс пĕлÿлĕхĕн никĕсĕсем» программа ша­йĕн­че Вăрмарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрта ачасемпе мероприяти ирттернĕ. Ачасем Фунтик сысна çуринчен çыру илсе вуланă. Унта Фунтик Фокус Мокус тетене килсĕр-çуртсăр сысна çурисем валли çĕнĕ çурт тума пулăшасшăн тесе пĕлтернĕ, анчах вăл укçа пухмачне ăнсăртран ватса пăрахнă иккен. Çавăнпа ачасем Фунтик валли сысна çури евĕрлĕ çĕнĕ пухмач ÿкерсе пама йышăннă. Ĕçе тытăнниччен ачасем «Укçа мĕн тума кирлĕ?» вăйă вылянă, «Мĕн вăл пухмач?», «Пухмач мĕн тума кирлĕ?», «Мĕншĕн пухмача сысна çури евĕрлĕ тăваççĕ?» ыйтусем çине хуравланă, «Пĕр пус пĕр тенкĕне перекетлет» каларăш пĕлтерĕшне сÿтсе явнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика